Чăваш патшалăх аграри университечĕн биотехнологи тата агрономи факультетĕнче шкулсенче тата профессиллĕ вĕрентỹ учрежденийĕсенче пĕлỹ пухакансен "Илĕртỹллĕ сĕт кăкшăмĕ" республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Ĕçсене жюри тĕрлĕ номинаципе хакланă. Килти условинче сĕт туса илессине, унăн пахалăхне хаклассине, чĕркеме вырнаçтарнине шута илнĕ. Экспертсем конкурса тăратнă ĕçсем çỹллĕ шайра пулнине палăртнă. П
атăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 11 класра вĕренекен Дарья Куданова "Сĕт продукцине килти условинче туса илмелли чи лайăх технологин наукăпа практика ĕçĕ" номинацире (ертỹçи Алевтина Куданова) иккĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Республика конкурсĕн çĕнтерỹçисене асăннă вĕренỹ учрежденине аслă пĕлỹ илме кĕнĕ чухне хушма балсем пани те кăмăллă.
Май 2025 |