Регион тулашĕнче палăрнă

Категория: Публикации Опубликовано: 04.04.2025, 19:49 Просмотров: 491

Хусан хулинче Пĕтĕм Раççейри "Тутар чĕлхипе литературин чи лайăх вĕрентекенĕ" конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕ пулнă. Пирĕн республика чысне унта Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Гульнара Тазетдинова хỹтĕленĕ. Гульнара Шейдулловна лауреат ятне тивĕçнĕ.

Конкурс 4 тапхăртан тăнă. Тупăшăва çĕршывăн 11 регионĕнчен хутшăннă.

 Малтанах конкурсантсем уçă уроксен саманчĕсене тăратнă. Унтан мастер-класс ирттернĕ. Класс сехечĕ те йĕркеленĕ. Методика мастерскойĕнче педагогсем хăйсен ĕçĕ-хĕлне çутатнă. Уçă урок вара пĕтĕм пултарулăха кăтартнă. Гульнара Тазетдинова ачасене пуçламăшĕнчех темăпа интереслентерме пултарнă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика