Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи кашни салтак - хăйне евĕр паттăр. Кашнин хăйĕн ĕçĕ, тивĕçĕ. Мухтанаслăх çук вĕсенче. Ыттисемпе пĕр танах Луганск, Донецк, Запорожье, Херсон çĕрĕсенче мирлĕ пурнăçа тавăрассишĕн тăрăшаççĕ. Çĕнтерỹ пирĕн енче пуласса çирĕп шанаççĕ. Çывăх çыннисене йывăрлăх çинчен нихăçан та каласа памаççĕ. Хăш-пĕр ыйтăва хуравлассинчен пăрăнса калаçăва урăх еннелле пăрса яраççĕ. Кĕçĕн Патăрьелĕнче çуралса ỹснĕ Денис Краснов пирки те çак сăмахсенех калас килет.
Чун çирĕплĕхĕ пур патриотра. Паллах, ку енсем - çут çанталăк "парнисем" тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта илнĕ пĕлỹ-хăнăху, спортпа туслă пулни, килте ашшĕ-амăшĕ ĕçе вĕрентни витĕм кỹнĕ. Ашшĕ - Юрий Михайлович - çак шкулта физкультурăпа вĕрентнĕскер ăрăва малалла тăсаканшăн пурнăçри тĕп сăнар вырăнĕнче. Спорт ăмăртăвĕсене, "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисене хастар хутшăннă Денис. Çирĕплĕхпе çине тăраслăхĕ, яваплăха туясси çакăнтан пуçланнă та ĕнтĕ.
Вăтам шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн çамрăк Канашри педколледжа пĕлỹ пухма кĕнĕ. Алла диплом илнĕ специалист çар тивĕçне пурнăçлас ĕмĕтпе контракт çырнă. Унтан Украинăри ятарлă çар операцийĕпуçланнă. Тỹрех алла хĕç-пăшал тытнă. 2022 çула халĕ те асран кăлармасть. Пĕр çапăçура вара Денис Юрьевич та ураран ỹкнĕ. Темиçе уйăх госпитательте сипленме тивнĕ ăна. Пĕрре мар операци чăтса ирттернĕ. Çĕнĕрен утма хăнăхнă.
Сиплев курсĕсем хыççăн çамрăк хăйне лайăхах туйма пуçланă. Хăвăртрах вăрçă хирне, юлташĕсем патне таврăнас килнĕ унăн. Хăйне амантнăшăн вирлĕрех те вирлĕрех тăнăç пурнăçа аркатакансене тавăрас килнĕ.
Унтанпа пĕр хутчен çеç мар кĕске вăхăтлăх отпуска килсе кайнă вăл. Паллах, тăван килшĕн тунсăхлани сисĕнет. Кашнийĕнчех каялла çывăх вăхăтра таврăнасса шантарать çар ĕçĕсен ветеранĕ. Унăн кăкăрне Суворов тата Жуков медалĕсем илем кỹреççĕ.
Çар командованийĕ тата ашшĕпе амăшне - Галина Александровнăпа Юрий Михайловича - Тав хучĕ те янă. Çемьере виççĕн çитĕннĕ ăрăва малалла тăсакансем. Лена Санкт Петербургри университетра вĕренет, çар çынни пулма ĕмĕтленет. Жанна Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнчи пĕр колледжра пĕлỹ пухать.
- Асаттепе кукаçи умĕнче вĕсен ят-сумне çĕре ỹкерес килмест. Умри йывăрлăхсене çăмăллăн парăнтарса çар задачисене тĕрĕс те вăхăтлă пурнăçласчĕ,- тет Денис. - Çĕр пỹртре пурăнма хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Блиндажа хăтлăлататпăр. Апат хатĕрлеме те пулать. Выртса канма та. Кирек хăçан та кĕтмен лару-тăрăва сирме хатĕр тăратпăр. Гуманитари пулăшăвĕ час-часах килет. Япаларан ытла пирĕн пата тимлĕх уйăрни кăмăла çĕклет. Çыру-открытка мĕне тăрать тата. Тылри çынсен шанăçне тỹрре кăларасчĕ тесе тăрăшатпăр. Çĕнтерỹ пирĕн енче пулатех.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Май 2025 |