Виçĕ ача ашшĕ - çĕршыв хỹтĕлевçи

Категория: Публикации Опубликовано: 04.04.2025, 19:52 Просмотров: 489

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта час-часах Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемпе тĕл пулу йĕркелеççĕ, вĕсемпе чуна уçса калаçаççĕ, Тăван çĕршывшăн кар тăнă ентешсене хăйсен аллипе ăсталанă сувенирсемпе савăнтараççĕ, чуна ăшăтакан çырăвĕсемпе хавхалантараççĕ...

 Çак кунсенче çеç 3б тата 7б классенчи кадетсем Хантер позывнойпа çар операцине хутшăнакан салтакпа ăшпиллĕ тĕл пулу йĕркеленĕ. Вăл РЭП подразделенийĕнче службăра тăрать.

Игорь Владимирович Петров - виçĕ ача ашшĕ. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнма икĕ çул каялла контрактпа кайнă. Мăшăрĕпе, Валентина Владимировнăпа, икĕ ывăл та пĕр хĕр çитĕнтереççĕ.

- СВО участникĕн ывăлĕ 3б класра, кадетсен ушкăнĕнче вĕренет. Егор та ашшĕ пекех çирĕп кăмăллă, вĕренỹре те, общество пурнăçĕнче те тăрăшуллă. Ачасем кĕске вăхăтлăх отпуска килнĕ Игорь Владимировича Çĕнтерỹпе таврăнма, малашне те салтаксем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме сунчĕç,- каласа парать класс ертỹçи Валентина Аппакова.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика