Руль умĕнчи ача - пысăк хăрушлăх!

Категория: Публикации Опубликовано: 04.04.2025, 19:55 Просмотров: 460

Патшалăх автоинспекцийĕн ĕçĕнче çул çинче пулакан аварисенче ачасем аманасран асăрханасси, ун пирки профилактика ирттересси яланах тĕп тĕллев пулнă. Хальхи вăхăтра çак ыйту тата ытларах çивĕчленчĕ. Мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра шăпăрлансем чылай чухне ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕпех водитель удостоверенийĕсĕр автомашина рулĕ умне ларса çула тухаççĕ, мотоциклпа те вĕçтерсе çỹреççĕ.

 Телее, 2025 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче Патăрьел муниципалитет округĕнче çул çитмен ачасем хутшăннипе пулнă аварисене шута илмен. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра вара çакнашкал пĕр аваринче икĕ ача аманнă. Çавăн пекех 2024 çулхи август уйăхĕнче çул çитмен ачасем мопедпа тата питбайкпа аварисем тунă. Икĕ тĕслĕхĕнче те çамрăк водительсен техникăпа çỹреме ирĕк паракан удостоверени пулман. Тури Чакă çывăхĕнчи аварире Турханти вăтам шкулта 8 класра вĕренекен арçын ача мопед рульне итлеттерейменрен çын çине кĕрсе кайнă. Çуран пыракана Патăрьелĕнчи, сылтăм аллине хуçнă çул çитмен çамрăк водителе вара Шупашкарти больницăнах леçнĕ. Инкек патне илсе çитернĕ мопеда ачине ашшĕ-амăшĕ туянса панă.

 Иртнĕ çулхи çак уйăхрах Шăнкăртамра тепĕр авари пулнă. 14 çулхи мопед водителĕ (9 класс) автомашина çумне пырса çапăннă. Ăна та çийĕнчех Шупашкарти сиплев учрежденине леçме тивнĕ.

Шăпăрланĕ те, ашшĕ-амăшĕ те теветкелленеççĕ

Çанталăк ăшăтнă май урамра çул çитмен ачасем тĕрлĕ йышши мотоциклпа, питбайкпа питĕ хытă çỹренине асăрхама пулать. Тỹрех каламалла, вĕсем чылайăшĕ шкулта çеç вĕренеççĕ, водитель удостоверенийĕ çук. Апла пулин те ашшĕ-амăшĕ хăйсен ирĕкĕпе "парнеленĕ" техникăна вĕсем ахаль лартмаççĕ, кунне-çĕрне уямасăрах вирхĕнтерсе çỹреççĕ.

Анчах та çакнашкал теветкеллĕх синкерлĕхпе те çыхăнма пултарать. Кун пек тĕслĕх Патăрьелĕнче пулнă. Çав вăхăтрах транспорт хатĕрĕпе çỹреме ирĕк паракан водитель удостоверенисĕр çỹрекен ачасене РФ КоАПăн 12.7 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн 5-15 пин тенкĕ таран (водителе 16 çултан тỹлеттереççĕ) штраф параççĕ. Унсăр пуçне РФ КоАПăн 12.7 статйин 3-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн ашшĕ-амăшĕ хăйĕн çул çитмен ачине водитель прави çук иккенне пăхмасăр техникăпа çỹреме ирĕк панăшăн тата тепĕр 30 пин тенкĕ штраф тỹлеме тивет. Вăл çеç те мар-ха. Çавăн пекех ача ГИБДД инспекторĕсен аллине çаклансан мопедпа питбайка ятарлă стоянкăна илсе кайса унта ларнă вăхăтсемшĕн те тăкаксене ашшĕ- амăшĕнех саплаштармалла. Урăхла каласан, çул çитмен ачапа çыхăннă пĕр усал тĕслĕх темиçе йывăрлăх, тăкак, синкерлĕх те кăларса тăратма пултарать.

 Питбайк çинчен мĕн пĕлмелле?

Кросс мотоциклĕсем, эндуро е питбайксем спорт инвентарĕ шутланаççĕ. Çавăнпа та вĕсемпе обществăлла çул-йĕр çинче ярăнма юрамасть. Ятарлă спорт трассисенче, хупă площадкăсенче, хирте е тренировка ирттермелли вырăнсенче çеç çỹремелле. Çавăнпа вĕсене регистрацилемеççĕ, ПТС çук.

Чăн-чăн питбайкщиксен хỹтĕлев шлемĕ те пур. Спорт инвентарĕ шутланаканнинче вара тĕрлĕрен маневрсем тума фонарĕ те, пăрăнмаллине систерекен çутти те, куçкĕскийĕ те çук. Çавăнпа та ялсенче çỹреме тесе ачасене çав техникăна туянса пани вырăнлах мар!

Вăйсене пĕрлештермеллех

Паян çул-йĕр культурине ỹстерес, аварисен шутне чакарас тĕллевпе патшалăх çул-йĕр инспекцийĕн сотрудникĕсем çеç тăрăшни çителĕксĕр. Ку тĕлĕшпе хăрушлăха чакарас тесен вăйсене пĕрлештерни кирлĕ тесе шутлатăп. Сăмахран, хальхи вăхăтра чăн малтанах пире вĕрентекенсем пысăк пулăшу пама пултараççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем шкула мотоциклпа (тен, автомашинăпа та) килекен ачасене пурне те пĕлеççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, кашни шкулпах пирĕн административлă право йĕркине пăхăнман "хура списокри" ачасем пур-ха. Вĕсене кăнтăрлахи, каçхи рейдсенче сăнасах, йĕрлесех тăратпăр. Çапах та çамрăк "водительсем", аварилле лару-тăрăва çивĕчлетекенсем кăçалхи сезонта тата хутшăнма та пултараççĕ.

Шкулсенчи ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче те çул çитмен ачасене руль умне ларма юраманни, вĕсене техника туянса памалла мар пирки те калаçмалла, тĕл пулусене пирĕн ГИБДД сотрудникĕсене йыхравласан та аван.

Марат ЮНУСОВ, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнчи ГИБДД пайĕн начальникĕ

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика