Патăрьелсем - çĕнтерỹçĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 04.04.2025, 19:56 Просмотров: 443

 Муниципалитет округĕнчи "Паттăр" спорт шкул залĕнче Чăваш Республикинче яллă вырăнсенчи шкулсенче вĕренекенсен "Шкул волейбол лигин" чемпионачĕн финалĕ иртрĕ. Унта кашни этапра çĕнтернĕ арçын ачасен чи лайăх командисем хутшăнчĕç.

 Çамрăксем ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленни пуçламăшĕнченех сисĕнчĕ. Хăвăрт выляççĕ, мечĕке çăмăллăн çĕклесе параççĕ, кăмăлĕсем лайăх. Кураканĕсем вара хăйсен командисене хавхалантарса тăраççĕ.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спортсменĕсем (тренерĕ Д.Сегов) çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна Шупашкар муниципалитет округĕнчи Кỹкеç лицейĕнчи каччăсем тухрĕç. Виççĕмĕшĕнче - Канаш муниципалитет округĕнчи Вăтакас Татмăш шкулĕнчи волейболистсем.

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика