Пирĕн ентешсем

Категория: Публикации Опубликовано: 04.04.2025, 20:01 Просмотров: 443

Вĕрентекен, РСФСРăн тава тивĕçлĕ учителĕ Николай Петрович Трофимов (02.04.1930-14.07.2011) 95 çул каялла Патăрьелĕнче çуралнă пулнă.

Николай Трофимов И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен (халĕ университет) вĕренсе тухнă хыççăн 1955-1956 çулсенче Туçари вăтам шкулта директор çумĕ, 1956-1957 çулсенче Патăрьелĕнчи вăтам шкулта директор, 1958-1992 çулсенче Патăрьелĕнчи шкул-интернатра директор пулса ĕçленĕ.

 Производство ертỹçи, РСФСР тата Чăваш АССРĕн суту-илĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Федор Гаврилович Чернов (07.04.1925-04.02.2001) 100 çул каялла Сăкăтра çуралнă пулнă.

Федор Чернов 1947 çулччен Совет çарĕнче службăра тăнă. 1949 çулта Центрсоюзăн Пĕтĕм союзри инструктор-ревизорсем хатĕрлекен курсран, 1969 çулта куçăмсăр майпа Мускаври суту-илỹ институтĕнчен вĕренсе тухнă.

"Красное Знамя" колхозра учетчик; Патăрьелĕнчи райпотребсоюзăн хатĕрлев кантурĕнче инструктор, инструктор-ревизор,тĕп бухгалтер, ревизи комиссийĕн председателĕ, Чăвашпотребсоюзăн курттăмăн суту-илỹ тăвакан кантурĕн управляющийĕ, 1953-1959 çулсенче Хĕрлĕ Чутай райпотребсоюзĕн правленийĕн, 1959-1966 çулсенче Шупашкар райпотребсоюзĕн правленийĕн председателĕ, 1971-1987 çулсенче Чăваш АССРĕн суту-илỹ министерствин Шупашкарти пахча çимĕçпе улма-çырла суту-илỹ тăвакан пĕрлешĕвĕн директорĕ пулса ĕçленĕ.

("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика