Ака-суха уйăхĕнче туй куне паллă тăвĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 08.04.2025, 17:38 Просмотров: 363

Çирĕп те шанчăклă çемье – пурнăçра пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Çак уйăхра та Патăрьел муниципалитет округĕнчи ЗАГС пайĕ хисеплĕ çичĕ мăшăра ылтăн, изумруд, бриллиант туйĕсен ячĕпе саламлĕ.Акă, Сăкăтри Федорпа Эльвира Прохоровсем ылтăн туйне паллă тума хатĕрленеççĕ.Çĕньялти Василийпе Мария Сулагаевсене, Пăлаçи Атăкри Ильяпа Раиса Пешковсене, Сăкăтри Валерийпе Зоя Анюровсене, Нăрваш Шăхалĕнчи Василийпе Лидия Анисимовсене тăван-пĕтенĕпе çывăх çыннисем изумруд туйпа саламлĕç. Хисеплĕ мăшăр 55 çул пĕр сукмакпа килĕштерсе утаççĕ.

Çĕньялти Иван Аверкиевичпа Елизавета Федоровна Димитриевсем ыран бриллиант туйне паллă тăваççĕ. Вĕсем пилĕкача çуратса ỹстернĕ, 60 çул пĕр-пĕрне ăнланса тата хисеплесе пурăнаççĕ.

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика