Хисеплĕ краеведа çĕнĕ кĕнекишĕн - диплом

Категория: Публикации Опубликовано: 11.04.2025, 18:43 Просмотров: 320

ЮЛАШКИ çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи краеведсем çине-çинех кĕнекесем кăларса округ историне пуянлатаççĕ, вулакансене хисеплĕ, паллă çынсемпе паллаштараççĕ. Акă, иртнĕ çул Патăрьелĕнчи паллă журналист, хисеплĕ краевед Николай Ларионов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалласа Анат Туçари Леонид Кузнецов вăрçă ветеранĕн ал çырăвĕсем тăрăх "Йывăр пулчĕç, вăрăм пулчĕç... вăрçă çулĕсем" кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Авторăн кун çути курнă саккăрмĕш кĕнекине Чăваш Енри краеведсен пĕрлĕхĕ пысăк хак панă, Николай Дмитриевича Чăваш Республикинчи краеведсен пĕрлĕхĕн пухăвĕнче "Чи лайăх краеведени изданийĕ - 2024" конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе Алексей Милли ячĕллĕ дипломпа тата парнепе чыс тунă.

Сăмах май каласан, Алексей Прокопьевич Милли Каçал тăрăхĕнчен. Вăл чăвашсен паллă этнографĕ, публицисчĕ, фольклорисчĕ, паллă поэчĕ пулнă. "Хыпар", "Канаш" хаçатсенче яваплă секретарьте те тăрăшнă, Шупашкарта чăваш литераторĕсен пĕрлĕхне йĕркеленĕ, тăван чĕлхе, унăн культура аталанăвĕшĕн нумай ĕç тунă. 1938 çулта ăна репрессиленĕ, 1956 çулта вара таса ятне каялла тавăрнă.

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика