Патăрьел округĕ - пĕрремĕш

Категория: Публикации Опубликовано: 11.04.2025, 18:45 Просмотров: 313

"Шупашкар - Арена" пăр керменĕн конференц-залĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе республикăри физкультурăпа спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта ведомствăн 2024 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Физкультурăпа сывлăха çирĕплетес тата массăллă спорта аталантарас тĕлĕшпе пĕлтĕрхи смотр-конкурс кăтартăвĕпе Патăрьел округĕ 26 муниципалитет хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕ иртнĕ çул та çĕнтернĕ.

 Смотр-конкурсра спорта аталантарассишĕн халăха явăçтарнине, çитĕнỹсене, çĕнĕ спорт объекчĕсем хута кайнине, проект ĕçĕсене, округра йĕркелекен мероприятисене пăхнă.

Округра спорт çуллен вăй ытларах та ытларах илсе пынинче çак ĕçе чунтан парăнса пурнăçлакансен, физкультурăна кăмăллакансен тỹпи пысăк.

 Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика