Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Валерий Антоновпа пĕрле Кăнтăр Сахалинск хулинче иртекен Пĕтĕм Раççейри "Пĕчĕк çĕршыв - Раççей Вăйĕ" муниципалитет форумне хутшăннă. Унта Раççейри 82 регионти 150 ытла муниципалитет представителĕ, хула мэрĕсемпе муниципалитет пуçлăхĕсем малашлăх ыйтăвĕсене сỹтсе явнă.
Мероприятин тĕп темисем хальхи цифрăлла технологи тата муниципалитет тытăмĕнчи унăн витĕмĕ, муниципалитетсен тата граждансен цифрăлла коммуникацилĕхĕн аталанăвĕ, киберхăрушсăрлăх пулнă.
Паян цифрăлла технологипе пурнăçăн пур сферинче те усă кураççĕ. Шăпах вăл пулăшнипе Сахалин облаçĕнче региона ертсе пырассине ăнăçлă йĕркеленĕ. Область цифровизаци аталанăвĕпе Раççейре чи лайăх пилĕк регион шутĕнче, Инçет Хĕвелтухăçĕнчи субъектсем хушшинче лидер. Çавăн пекех федераци тата муниципалитет шайĕнчи эксперт пĕрлĕхĕн представителĕсем цифровизаци инфраструктурине тата даннăйсене хỹтелесси, киберхăрушсăрлăхпа профилактика тата хирĕçле ĕçсем ирттересси пирки каланă.
Форум программипе килĕшỹллĕн регионăн перекетĕлĕх технологийĕнче никĕсленнĕ комплекслă системăн тытăмĕпе, проект управленийĕпе тата тĕп даннăйсен управленийĕпе паллашнă.
- Регион кăтартăвĕсемпе паллашма питĕ кăсăклă пулчĕ, вĕсем пирĕн округа аталантарас тата çынсен пурнăç хăтлăхне лайăхлатас ĕçре кирлĕ пулаççĕ, - тесе пĕлтернĕ Рудольф Васильевич хăйĕн Телеграм-каналĕнче.
Ольга БЕЛЬДЕКОВА
Май 2025 |