Çур аки умĕн çуллен иртекен техника тĕрĕслевĕ вĕçленчĕ, çавна май Патшалăх техника надзорĕн Патăрьел округĕнчи инспекцийĕн начальникĕпе Сергей Сафьяновпа тĕл пултăмăр.
- Сергей Геннадьевич, хальхи вăхăта сирĕн патра миçе единица техника шутра тăрать?
- Патшалăх техника надзорĕн Патăрьел округĕнчи инспекцийĕнче 2290 тракторпа хăй тĕллĕн çỹрекен техникăна шута илнĕ, унтан "хурçă утсем" - 1600 яхăн. Çакна та палăртса хăварас килет - вĕсен шучĕ куллен тенĕ пекех ỹсет. Юлашки çулсенче патшалăх ял хуçалăхне ытларах тимлĕх уйăрма пуçларĕ. Туяннă техникăшăн субсиди пани, грантсем уйăрни парка чылай çĕнетме пачĕ. Иртнĕ çул округа тин çеç заводран тухнă 76 трактор илсе килнĕ, вĕсенчен 19-не гранта тивĕçнисем туяннă. Сеялкăсен, опрыскивательсен, кăкарса çỹремелли ытти хатĕрсен шучĕ нумайланнине, вĕсенчен ытларахăшĕ çĕннине палăртма кăмăллă.
- Çур аки умĕнхи тĕрĕслев вĕçленчĕ, мĕнлерех пĕтĕмлетỹ тума пулать-ха?
-Мартăн 25-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 4-мĕшĕччен тăсăлнă тĕрĕслевре ятарлă комисси членĕсемпе 508 единица техникăна пăхрăмăр. Кăтарту иртнĕ çулхинчен лайăхрах. Пурте ĕçе тухма хатĕр. Хăш-пĕр çитменлĕхсем пулчĕç, анчах механизаторсем вĕсене çийĕнчех пĕтерчĕç.
Техника хуçисем тракторсемпе кăкарса çỹремелли хатĕрсене, хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăлармаллине, çакă хăйсемшĕнех кирлине ăнланнине каласа хăварас килет. Юсавлă "хурçă утпа" çула тухма та, хирте те хăрушă мар.
Патшалăх тивĕçтерĕвĕ (Госуслуги) урлă ĕçлеме пикеннĕренпе документсене хатĕрлесси те çăмăлтарах. Тĕрĕслев витĕр тухнă 508 трактортан 130-шĕ талон шăпах онлайн мелĕпе илнĕ.
- Сергей Геннадьевич, эсир муниципалитетра 2290 тракторпа хăй тĕллĕн çỹрекен техникăна шута илнине каларăр, 508-шĕ çеç тĕрĕслев витĕр тухнă тетĕр...
- Техникăна тĕрĕслев витĕр кăларасси ăна хăш вăхăтра туяннинчен килет, çавăнпа та халĕ пĕр пайне çеç хатĕррисен ретне лартнă. Çулталăк тăршшĕпе ыттисене те пăхатпăр. Тивĕçлĕ документ çуккисем те пиртен тарса çỹреймеççĕ. Май уйăхĕнче çул-йĕр инспекторĕсемпе пĕрле "Трактор" профилактика рейдне тухатпăр. Çавăн пекех "Чи лайăх тракторист", "Хĕл Мучипе пĕрле" рейдсем пулаççĕ.
- Çур аки умĕн техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларма лайăх хатĕрленнĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене, территори пайĕсене те палăртса хăварар пуль?
- "Исток", "Батыревский", "Корма", "Красное Знамя", "Куснар" хуçалăхсенчен, Евгений Мартышкин, Людмила Краснова, Павел Еливанов, Валерий Мулюков, Лев Семенов, Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕсенчен тĕслĕх илмелĕх пур. Сăмах май, Валерий Леонидович техникине иртнĕ çулхи кĕркуннех тĕрĕслев витĕр кăларчĕ.
Территори пайĕсенчен Тутар Сăкăтĕнче тĕплĕн хатĕрленнĕ. Кунта трактористсене çỹреме ирĕк паракан документа улăштарма территори пайĕ йăлтах Патшалăх тивĕçтерĕвĕ урлă ярса пачĕ. Иртнĕ çул та тĕслĕхлĕ пулнăччĕ. Нăрваш Шăхаль, Турхан, Туçа, Пикшик территори пайĕсем те аван ĕçлеççĕ. Туçари техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларма Чăваш Республикин патшалăх тĕп инженер-инспекторĕ - Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсен тата ытти тĕрлĕ техникăн лару-тăрăвне тĕрĕслесе тăракан Патшалăх инспекцийĕн начальникĕ Владимир Димитриев та килнĕччĕ.
Хаçат вулакансене çакна та каласа хăварас килет: техника шанчăклă пултăр тесен патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăлармаллах, хирте тăрăшнă е тракторпа кăкарса çỹремелли хатĕрсене юсанă вăхăтра ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене те пăхăнмалла. Пурнăç - чи хаклă пурлăх, çакна яланах асра тытасчĕ.
Ольга ПАВЛОВА калаçнă
Май 2025 |