Патăрьел муниципалитет округĕнче тĕрлĕ наци çыннисен культурипе йăли-йĕркине малалла тăсас, вĕсен туслăхне тата ытларах çирĕплетес тĕллевпе йĕркелекен мероприяти сахал мар. "Кинофильмсенчи юратнă юрăсемпе ташăсем" фестиваль-конкурс шăпах вĕсенчен пĕри. Кăçал ăна Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсене халалларĕç. Вăл Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче апрелĕн 4-мĕшĕнче иртрĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен хывнă юрăсем... Вĕсем 80 çул хыççăн та çынсен чĕрине пырса тивеççĕ. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчен пуçласа вĕçне çитичченех салтаксене хавхалантарнă, кăмăлĕсене çĕкленĕ, йывăрлăхсене çĕнтерме, тăвансенчен аякра пулнă тунсăха пусарма пулăшнă. Юрăпа салтак çапăçăва кĕнĕ.
Фестиваль тĕллевĕ çынсен тĕрлĕ енлĕ творчество пултарулăхне аталантарасси, талантсене тупса палăртасси, çитĕнекен ăрăва, çамрăксене патриотла, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен воспитани парас тĕлĕшпе ырă йăласене упраса хăварасси, коллективсен пултарулăхне, пĕрлĕхне ỹстересси, тĕрлĕ вăхăтри кинофильмсенчи юрă-кĕвĕпе çывăх паллаштарасси пулчĕ.
Фестивале Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕн коллективĕ "Катюша" юрăпа уçрĕ. Вăл салтаксен чун-чĕрине ăшăтнă, Аслă Çĕнтерĕвĕн асра юлакан символĕ пулнă.
Уява хутшăнакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн, администрацин тирпей-илем, территори аталанăвĕн управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Фениль Алиуллов саламларĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене асра тытмаллине палăртрĕ.
Сцена çинчи юрă-ташă тупăшăвне Патăрьелĕнчи 14 организаци-предприяти коллективĕ хутшăнчĕ. Кашни номер Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене хисепе хунине кăтартрĕ. Ун чухнехи юрăсем паянхи кун та пĕлтерĕшне çухатмаççĕ.
Фестивалĕн Гран-прине Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ тивĕçрĕ.
Альбина ИВАНОВА
Май 2025 |