- 2022 çулхи октябрьте мобилизаци пуçланчĕ, ун чухне эпĕ шăпах ялтаччĕ. Повестка килсе парсан тарса çỹрес е каймалла мар текен шухăш пуçра та пулман. Манăн кукаçи те, асатте те - Султан Гайнуллинпа Арифулла Алеев - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсене хирĕç çапăçнă. Çăмăл мар лару-тăрура килте пытанса тăрса юлни мана вĕсен умĕнче намăс пек туйăнать, - тесе пуçларĕ калаçăва Жуков медальне тивĕçнĕ Рустем Сукров (сăн ỹкерчĕкре).
1988 çулта Шăнкăртамра çуралнăскер ялти пĕрремĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн салтака кайнă. Çар ретĕнчен таврăнсан 2014 çулта олимпиада ирттерме хатĕрленекен Сочи тата Адлер хулисенчи строительство ĕçĕсене хутшăннă. Çавăнтах сварщик ăсталăхне алла илнĕ. Ку професси ăна малашлăхра та питĕ кирлĕ пуласса ун чухне Рустем шухăшлама та пултарайман.
- Ульяновскинче икĕ уйăх вĕрентнĕ хыççăн пире ятарлă çар операцине хутшăнма илсе кайрĕç. Служба чăваш полкĕнче малалла тăсăлчĕ. Сварка тума пĕлнĕрен эпĕ материалпа пурлăх тивĕçтерĕвĕн ротине лекрĕм. Çапăçу хирĕнчен тухакан юсавсăр техникăна юсаттăмăр. Çĕнĕ çул умĕн ремонт тăвакан ятарлă взвод туса хучĕç, эпĕ вара хальхи вăхăтра тепĕр полкра командировкăра. Машинăпа çапăçу хатĕрĕсем, çынсем турттаратăп. Сăмах май, эпĕ çỹрекен УАЗа Шăнкăртамсем парса янă. Ун чухне вĕсем гуманитари пулăшăвĕпе икĕ машина ăсатнă, - терĕ Рустем сăмах çумне сăмах сыпăнса пынă май.
Ĕçĕме пула Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан чылай салтакпа калаçма тивет. Вĕсем нăйкăшманни, йывăрлăхсем пирки ыйтсан та пĕр сăмах та шарламанни тĕлĕнтерет. "Монгол" чĕнỹпе çỹрекен Рустем та ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Малтанхи вăхăтра тăван тăрăх хăй патне туртнине, унтан та кунтан илтĕнекен сирпĕннĕ сас шиклентернине, паяна ăна та хăнăхнине палăртрĕ.
- Çулталăк çурă юлташсемпе окопсенче пурăнтăмăр, хальхи вăхăтра вара хуçисем пăрахса тухса кайнă çуртра тăратпăр. Пирĕнтен маларах та кунта салтаксем пулни паллă, те хамăрăннисем, те юттисем - ăна пĕлместпĕр. Вутăпа хутса ăшăтатпăр. Апат-çимĕç çителĕклĕ. Мобилизаципе кайнисене тумтирпе, хỹтĕлев хатĕрĕсемпе вăхăтра тивĕçтереççĕ, çакă питĕ аван. Гуманитари пулăшăвĕсем те илсе килеççĕ. Халăх пирĕншĕн тăрăшни савăнтарать. Маскировка сечĕсем яланах кирлĕ. Каçхине техникăна ятарласа чавнă айлăм вырăнсене лартатпăр, çиелтен вĕсемпе витетпĕр. Хамăр та дронсенчен хỹтĕлекен сеткăсем хатĕрлетпĕр, - тет Рустем.
Вăрçă вăрçах, вăл çухатусăр пулмасть. Ентешĕн те хăйĕн çывăх, пурри-çуккине пĕрле пайланă юлташĕпе, Шăмăршă муниципалитет округĕнче çуралса ỹснĕ Альхаз Садыковпа, кайран вăл урăх ротăра пулнă, ĕмĕрлĕхех сыв пуллашма тивнĕ. Шăнкăртам каччи хăй те пĕринче вилĕмрен ăнсăртран çеç тăрса юлнă.
- Эпир пулмалли вырăна тăшмансем сирпĕтнĕ тĕслĕх те пулнă. Ун чухне ахаль çынсем те, салтаксем те нумайăн аманнă, вилекенсем те пулнă. Эвакуаци ушкăнĕ килсен неонацистсем тата тепĕр хут сирпĕтнĕ... Çавăн чухне Турă хăй мана вилĕмрен çăлса хăварчĕ тесе шухăшлатăп, - терĕ Рустем иртнине куçĕ умне кăларнă май.
- Рустем, ятарлă çар операцине урăх каймалла мар май пулсан унпа усă курăттăн-и? - ыйтрăм каччăран.
- Пурне те каялла ярсан килĕшетĕп, пĕччен - çук. Манăн унта юлташсем, чи çывăх çынсем.
Пурте пĕрле Çĕнтерỹпе таврăнатпăр! - терĕ çирĕппĕн салтак.
Паттăр, çĕршыва юратакан, патриотлăх туйăмĕ пысăк чунлă ывăл çитĕнтернĕшĕн Гузель Султановнăпа Магсум Арифулловича тав сăмахĕ каламалăх пур. Кил хуçи ĕмĕр тăршшĕпех Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине, кайран ОБЖ предмечĕсене вĕрентнĕ. Çемье вучахне упраканĕ "Çăлкуç" профилакторинче, тĕп больницăра вăй хунă.
Ольга ПАВЛОВА
Май 2025 |