Паттăр салтаксен ячĕпе кашлаччăр йывăçсем

Категория: Публикации Опубликовано: 11.04.2025, 18:53 Просмотров: 338

 Кашни арçыннăн йывăç лартмалла, çурт çĕклемелле тата ача ỹстермелле, теççĕ. Пирĕн асаттесемпе аттесем, тетесем вăрçа тухса кайнă чух хăйсем пирки асăнмалăх йывăçсем лартса хăварнă. Амăшĕсем, мăшăрĕсем, çывăх çыннисем вĕсене юратса пăхса ỹстернĕ, паянхи кунччен упранă. Çакна тĕслĕхсемпе те çирĕплетме май пур.

 Хирти Пикшикри Хайракамал кинемей ывăлĕ, танк бригадин командирĕ Фейзулла Крымов майор килĕ çумĕнчи шыв хĕррине икĕ тирек лартнă пулнă. Хĕрлĕ Ялав ордена икĕ хут, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш степеньлĕ орденне илме тивĕçнĕскере ял çыннисем паян та асра тытаççĕ.

Фашистсемпе çапăçма ялтан пĕрремĕш каякансенчен пĕри Зарифулла Чия пулнă. Вăл 6 йывăç лартнă. Унăн тăлăха юлнă мăшăрĕ Нейме вĕсене хăрма паман, кайран Факия хĕрĕ амăшĕн ĕçне малалла тăснă. Паян мăнукĕсем кукашшĕн историне асра тытаççĕ, унпа мухтанаççĕ.

Ялти сумлă, хисеплĕ çынсенчен пĕри Фазелзян Ханзаров хурăн хунавĕсене пурнăç панă. Куçа илĕртмелле çитĕнчĕç. Шел, вĕсене хуçисенчен ыйтмасăрах каснă. Çав çынсен халь икĕ хут ытларах тĕм лартмалла.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмансене çĕнтерсе Берлина çитнĕ Фасхутдин Каштанов агроном таврăнсанах колхозăн хăйăрлă лаптăкĕсенче хыр ỹстерессипе вăй хума пикеннĕ. Паян лăсăллă йывăçсем кашласа лараççĕ. Кунта - сывлăха çирĕплетмелли кану вырăнĕ, йĕлтĕр бази пур. Пилĕк ял халăхĕ уçăлма çỹрет.

Пикшик территори уйрăмĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи ветеранĕсене, ял, муниципалитет, республика экономикине аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшнисене хисеплесе тĕрлĕ ĕç туса ирттереççĕ. Иртнĕ çул Кĕçĕн Арапуçĕнче кедрăн - 200, хырăн 1000 тĕмне лартнă. Кăçал Еншик, Именкасси, Тикеш ялĕсенче çĕршыв хỹтĕлевçисене сума суса тунă парксене тирпейлеме палăртнă.

Хирти Пикшикре те фашистсене хирĕç кĕрешсе пуç хунисене, афганецсене, Украинăри ятарлă çар операцинче пурнăçĕ татăлнисене, айăпсăр айăпланисене асăнса аллея тума планланă. Йывăçсене лартмалли вырăнсем паллă. Çавăн пекех яла пырса кĕнĕ çĕрте те тирпей-илем кĕртессипе ĕçлеме пикенмелле.

 Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче çĕнтернĕ салтаксене, паян мирлĕ тỹпешĕн кĕрешсе куçне ĕмĕрлĕхех хупнă каччăсене асра тытасси, вĕсен паттăрлăхĕсене йăхран йăха хăварасси - пирĕн тивĕç, çакăншăн кашнийĕн хăйĕн тỹпине хывмалла.

Альфир ВАЛИТОВ, ĕç ветеранĕ, 1960 çулсенче Пикшик ял Совечĕн территорине симĕслетессипе хастар ĕçлекен

 

Редакцирен:

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн - Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн территорисене аталантарас тата хăтлăх кĕртессипе ĕçлекен управлени начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Фениль Алиуллов çапла пĕлтерчĕ: "Паян патшалăх çут çанталăка хỹтĕллессипе, территорие симĕслетессипе ĕçлекенсене май пур таран пулăшать. Усă курман çĕрсене йĕркене кĕртессипе тăрăшакансене тăкаксен 40 процентне саплаштараççĕ. Чăрăш, хыр, кедр хунавĕсене тỹлевсĕр параççĕ. Çакă çуралнă тăрăха юратакансене, çĕр çинче пурăнакан кашни çынна Тăван çĕршывшăн, Раççейшĕн, мирлĕ тỹпешĕн, çитес ăру пуласлăхĕшĕн çапăçнисене асра тытса йывăçсем лартма май парать".

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика