Контейнер çумĕнче йывăç турачĕсенчен кам купа тума хăйнă-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 11.04.2025, 18:57 Просмотров: 325

Патăрьелĕнчи Гагарин урамĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕ тата ача сачĕ çывăхĕнчи контейнер лапамне çỹп-çап тăкмалли икĕ ешчĕк вырнаçтарнă. Хуçалăхра пуçтарăнакан хытă каяша вăхăтра тиесе кайнă чухне кунта тирпейлех-ха. Халĕ вара? Ун çумĕнче икĕ айккипех "харсăр çынсем" алă туни хулăнăш йывăç турачĕсене каснă та пысăк купасем туса хунă. Ăна камăн тиесе каймалла теççĕ-ши? Темиçе эрне ĕнтĕ вăл çаплах купаланса выртать-ха. Кунтан ачасемпе ашшĕ-амăшĕ садике те, ФСКна та питĕ йышлăн çỹреççĕ. Сăмах май каласан, спорт комплексĕнче кашни кун тенĕ пек иртекен ăмăртусене ытти ялсенчен, округ тулашĕнчен те спортсменсем йышлăн килеççĕ... Тирпейсĕрлĕх куçа тирĕнни намăс-çке.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика