Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалласа Тутарстанри Çĕпрелти "Акчарлак" бассейнра ирттернĕ ăмăртура çамрăксем çитĕнỹ тунă. Унта 2012 çулта тата кĕçĕнрех çуралнă спортсменсем хутшăннă. 120 ача йышĕнче Пăлаçипе Юхма ен паттăрĕсем мала тухса савăнтарнă.
Харкам хăйшĕн ăмăртса Самира Янешева 1 тата 3, Ева Антонова - 2, Самина Мухаметзянова 2 тата 2, Самир Куртлюков - 2 тата 2, Карина Ежова, Аида Налиба, Булат Хафизов 3 вырăнсене йышăннă.
Арçын ачасем хушшинче те, командăпа та иккĕмĕш вырăнсене тухнă. Светлана Рубцовăпа Валерий Платонов тренерсем ишевçĕсене ăмăртусене тăрăшса хатĕрлени куç кĕретех.
Май 2025 |