Ĕç опытне пĕтĕмлетрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 11.04.2025, 19:11 Просмотров: 323

Муниципалитет округĕнчи чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен ушкăнĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Ольга Каллина вĕрентекен ĕç опытне пĕтĕмлетрĕ.

Малтанах вĕсем 6 класра чĕлхе урокĕнче пулчĕç. Ачасем чăвашла илемлĕ калаçаççĕ, тулли хурав параççĕ. Учительпе çитĕнекен ăру тачă çыхăнса ĕçлесе пыни курăнчĕ.

Класс тулашĕнчи ĕçсем те питĕ курăмлă. Шкулти пултаруллă ачасем Çăварни йăли-йĕркипе паллаштарчĕç, чăваш ташшипе, юрри-сăввипе савăнтарчĕç.

 Ольга Алексеевна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçре çĕнĕлĕхсемпе анлăн усă курма тăрăшать. "Çĕнĕ технологисемпе ĕçлени ачасен хастарлăхне ỹстерет, ушкăнпа ĕçлеме, пĕр-пĕрне хисеплеме, хаклама хăнăхтарать. Вĕренекен пурнăç çулĕпе утма хăнăхать, ыттисемпе ирĕккĕн хутшăнма вĕренет, тавра курăмĕ те самаях анлăланать", - çирĕплетрĕ вĕрентекен.

Ольга Каллина 19 çул çак шкулта вăй хурать, пĕрремĕш категориллĕ учитель.

"Вĕрентекен урокра та, класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркеленĕ чухне те çĕнĕ пурнăçпа пĕр тан утни курăнать. Уйрăмах информаципе коммуникативлă технологипе тата ачасен вĕренỹри пĕлỹлĕхне, хăй тĕллĕнлĕхне аталантаракан педагогика меслечĕпе тухăçлă ĕçленине палăртмалла. Ачасен пĕлỹ шайĕ те начар мар. Хăй те тĕрлĕ конкурс-фестиваль çĕнтерỹçи", - палăртрĕ ĕç опытне пĕтĕмлетнĕ май управленин методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи Светлана Кулакова.

Шкулти методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи Наталья Путякова та çавнах çирĕплетрĕ.

Любовь ТИТОВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика