Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн сцени çинче "Пурçăн кĕпер" спектакль премьери пулчĕ. Унпа куракансен умне халăх театрĕ тухрĕ. Режиссерĕ - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Луиза Леонтьева. Костюмсене хатĕрлесси, декораци тăвасси, музыка суйласси те хăйĕн çинчех пулчĕ.
Артистсем халăхран тухнăскерсем. Патăрьелĕнчен - ытларахăшĕ. Туçа, Çĕньял, Тăрăн таврашĕнчен çỹрекенсем те пур. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ. Халăх театрне чун туртнипе çỹреççĕ.
Маларах çак спектакльпе пĕр хутчен халăх театрĕ ята тивĕçессишĕн тухнăччĕ-ха артистсем сцена çине. Якалсах çитейменччĕ вăл. Вылякансем сăмахĕсене те манма пăхатчĕç. Жюрие историллĕ пулăма сăнарлани килĕшрĕ. 14-16 ĕмĕрсенче чăвашсен пурнăçне сăнлать вăл.
Кĕрешỹ, çапăçу, юрату витĕмлĕ вырăн йышăнать. Çакна Илемпипе (КДЦ ĕçченĕ Л.Федорова) Сентимер (Н.Федоров) çамрăк актер вырăнлă кăтартрĕç. Тĕп рольсенчи Тимĕркке - чăваш князĕ (КДЦ ĕçченĕ А.Горбунов), унăн мăшăрĕ Алиме (Г.Ибетова пенсионерка) хăйсенчен мĕн килнине, пурнăçра мĕнле пулмаллине уçса пачĕç. Çак рольсене халăх патне çитерме çăмăл мар, паллах.
Хусан ханствин пуçлăхĕ С. Мулюков, Сантимер амăшĕ Элпану (Г. Антипова), Селим тарçă (Е.Каргин), Ильтимер (Г.Михеев) те аван вылярĕç. Г.Мулюкова, В.Трофимов, Н. Александров, Л.Дружинина, Э.Ганеева, С.Марфин, А.Мышина, Н.Лазарева массăллă сценăсене хутшăнчĕç.
Зал тулли халăх пулчĕ.
Спектакль ăнăçлă тухрĕ.
Василий БАЗМАНКИН, халăх театрĕн артисчĕ
Май 2025 |