ÇУРКУННЕ хамăр пурăнакан тавралăха, обществăлла вырăнсене, парксене, кỹлĕ хĕррисене йывăç-тĕм лартса хăварма меллĕ тапхăр. Хальхи вăхăтра территори пайĕсенче çак ĕçе пуçарулăхпа йĕркелеççĕ. Акă, Çĕньял территори пайĕнчи Çăл Атăкпа Анат Тăрмăш ялĕнче пурăнакансем иртнĕ эрнере пысăк субботник йĕркеленĕ, Çĕнтерỹ паркĕ пулакан вырăна 300 тĕпе яхăн кедр, туя, кăвак чăрăш, хыр йывăçĕсене лартса хăварнă. Хунавĕсене Шупашкартан Анатолий Петрович Яковлев кỹрсе килнĕ. Халăхпа кар тăрсан кирек мĕнле ĕçе те кăмăлтан пурнăçлама пулать. Ушкăн вăйĕпе лартнă йывăçсене йăл илме пулăшасси те пĕрлехи тивĕçех.
Май 2025 |