Аслă Çĕнтерỹ уявĕ, экономика аталанăвĕ, пушар хăрушлăхĕн ыйтăвĕсем тавра...

Категория: Публикации Опубликовано: 18.04.2025, 10:47 Просмотров: 244

Апрелĕн 16-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине уявлакан мероприятисем, Чăваш Республикинчи тата Патăрьел муниципалитет округĕнчи юлашки пилĕк çулхи экономика аталанăвĕ, пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕнче хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси.

Информаци кунне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Степанов, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, район прокурорĕ Андрей Афанасьев, администрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисем, территори пайĕсен начальникĕсем, округри предприяти-учреждени ертỹçисем хутшăнчĕç.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Хисеплĕ те сумлă уява Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хатĕрленсе кĕтсе илни, çак ятпа территори пайĕсенче вăрçă ветеранĕсемпе, тыл хастарĕсемпе, салтак арăмĕсемпе мĕнле мероприятисем йĕркелени, вĕсене пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв ячĕпе кăларнă медальсемпе чыслани, палăксене тирпейлени, çуртсен фасачĕсене уяв сĕмне кĕртни тата ытти ыйтусем тавра муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе тимлекен çумĕ Светлана Чернова тухса калаçрĕ, Çĕнтерỹ уявĕ пуриншĕн те асра юлмалла, çỹллĕ шайра иртмеллине каларĕ.

Экономика аталанăвĕ - граждансен пурнăçĕн никĕсĕ, малашлăхĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн бюджечĕ юлашки пилĕк çулта 1,5 хут ỹс- нĕ е 1 миллиард та 387 миллион тенкĕ. Отчетлă тапхăрта хамăр тăвакан тупăшсен сумми те 164 миллионран 300 миллион тенкĕ таран ỹснĕ. Муниципалитет округĕн администрацийĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕлĕн пай начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Воробьев асăннă тапхăрта округ пухмачĕ мĕнле пуянланса пынă пирки отчет туса пачĕ.

- Пирĕн бюджет юлашки пилĕк çулта палăрмаллах ỹсни - ырă пулăм. Анчах та çакăнпа çырлахса лармалла мар, малашне хамăр тăвакан тупăша ỹс- терес тесе пĕрлехи вăйпа ытларах тимлемелле,- терĕ Рудольф Селиванов экономика аталанăвĕ граждансен пурнăç никĕсĕ пулнине палăртса.

Информаци кунĕн тепĕр ыйтăвĕ пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕнче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерсси, вут-кăвар инкекĕнчен асăрханасси. Округ администрацийĕн гражданла хỹтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин кун пирки кирлĕ пĕтĕмлетỹсем турĕ, территори пайĕсенче пушартан çирĕп асăрханмалли йĕркесене çивĕчлетрĕ.

Юлашкинчен граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика