Ака кунран-кун вăй илет

Категория: Публикации Опубликовано: 18.04.2025, 10:47 Просмотров: 253

Çанталăк ăшăтни ака-суха ĕçĕсене хăвăртлатма май пачĕ. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çак кунсенче виçĕ пысăк ял хуçалăх предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.

Акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕнче урпа акатчĕç. Ăна 100 гектар никĕсе хывнă. Унсăр пуçне тата 100 гектар пăрçа акма ĕлкĕрнĕ. Кăçал кунти ĕçченсем 850 гектар тыр-пул çитĕнтерме тĕллев лартнă.

 К.Салихов хресчен фермер хуçалăхĕ те пăрçа акма тухнă. Унăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 420 гектар йышăнаççĕ. Апрелĕн 15-мĕшĕ тĕлне 40 гектар пăрçапа 20 гектар тулă акнă.

 "Исток" çĕр ĕç фирми те акара. Кунта 20 гектар пăрçапа 30 гектар ятарлă тырă хутăшĕ никĕсе хывнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 1953 гектар çитĕнтерме палăртаççĕ.

Ĕнерхи кун тĕлне муниципалитет округĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2750 гектар акнă, 2900 гектар çĕре культиваци тунă, 8000 ытла гектар сỹреленĕ. Ака-суха ĕçĕсем пур хуçалăхра та пуçланнăпа пĕрех.

310 гектар чернушка вăрлăхĕ акнă.

Хуçалăхсенче çĕрулми вăрлăхне яровизацие кăлараççĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика