Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕнче вырăнсенче ТОСсем - территоринчи обществăлла самоуправлени - йĕркелес, çавна май ялсене аталантарас тĕллевпе грантсем çĕнсе илес, пуçару проекчĕсене пурнăçа кĕртес тата ытти ыйтупа канашлу иртнĕ.
Унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертỹçин çумĕ Алексей Гурьев, Чăваш Республикин Общество палатин членĕ Артем Йовенко, Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин ял территорийĕсене аталантармалли пайĕн начальникĕ Алиса Николаева, РФ юстици министерствин управленийĕн коммерцилле мар организацийĕсен ĕçĕсен пайĕн Чăваш Республикинчи специалист-эксперчĕ Анна Иванова, ТОСсен председателĕсем, территори пайĕсен начальникĕсем хутшăннă.
Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынă. Вăл хăйĕн сăмахĕнче хальхи вăхăтра ТОСсен витĕмĕ пысăк тата пĕлтерĕшлĕ, ял территорийĕсене аталантармалли тĕп инструментсенчен пĕри пулнине палăртнă, малашне çĕнĕлĕхе анлăрах пурнăçа кĕртсе пымаллине çивĕчлетнĕ.
Сăмах май каласан, паянхи куна Чăваш Республикинче юридика сăпачĕ статусĕ пур 93 ТОС ĕçлет. Вĕсенчен 20-шĕ - Патăрьел округĕнчен.
Канашлура республика представителĕсем территорисенчи общество самоуправленийĕпе çыхăннă ыйтусемпе кирлĕ сĕнỹсем панă, ыйтусене хуравланă.
(Хамăр корр.)
Май 2025 |