Ялав умĕнче пуç таяр

Категория: Публикации Опубликовано: 18.04.2025, 10:50 Просмотров: 235

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнĕ май Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта "Çĕнтерỹ ялавĕ умĕнчи часовой" патриотла акци старт илчĕ. Çакă вăл Раççей паттăрлăхне асра тытасси, хамăр халăхпа, çĕршывпа пĕрле пулнине палăртасси, гражданлăха кăтартасси, кашни гражданин чăн-чăн патриот пулнине çирĕплетесси пулса тăрать. Эпир вăрçă историне куç умне кăларатпăр, салтаксен паттăрлăхĕ умĕнче пуç таятпăр.

 Апрелĕн 15-мĕшĕнче шкулăн акт залне кадет класĕсен воспитанникĕсем, çарпа патриот клубĕн, "Юнармия" уйрăмĕн членĕсем, вĕрентекенсем пухăнчĕç. Унта хутшăнакансене администрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, шкул директорĕ Наталия Андреева саламларĕç. Вĕсем шкул ачисем хăйсен ашшĕсен, аслашшĕсен паттăрлăхне асра тытмаллине палăртрĕç. Вĕсен хастарлăхне пула çеç пирĕн çĕршыв нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕ. Совет салтакĕсен паттăрлăхне çитĕнекен ăрăва парса пымаллах.

 Мероприяти вăхăтĕнче шкул ачисене 150-мĕш стрелоксен дивизийĕ Берлинти рейхстаг çурчĕн тăрринче çĕкленĕ ялавăн историне каласа пачĕç.

Пирĕн муниципалитетра акци кашни вĕренỹ çуртĕнчех иртет. Майăн 9-мĕшĕнче унта хутшăнакансем (кадет класĕсем, çамрăк армеецсем, çарпа патриотла клуб членĕсем) Çĕнтерỹ ялавĕн копийĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине палăртакан парада хутшăнаççĕ.

 Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика