Аслашшĕ çулĕпе мăнукĕ утать

Категория: Публикации Опубликовано: 18.04.2025, 10:51 Просмотров: 253

 Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ май çĕршыва фронтра хỹтĕлекенсем пирки ытларах та ытларах аса илетпĕр. Вĕсен паттăрлăхĕ çамрăк ăрăва патриотла воспитани пама витĕм кỹрет.

Пирĕн муниципалитетра Тăван çĕршыва хỹтĕлекенсен династийĕсем те сахал мар. Аслашшĕсемпе ашшĕсенчен тĕслĕх илсе йăха тăсакансем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса неонацистсене хирĕç кĕрешеççĕ. Çавсен шутĕнче - Анат Туçари Нурсовсем.

- Асатте, Василий Кузьмич Нурсов, (ỹкерчĕкре, сылтăмра), Тăван çĕршыва фашистсенчен хỹтĕленĕ. Тăшман пульли ăна Украина çĕрĕ çинчи Николаевка патĕнче амантнă. Те шăпа темелле, мана та çав вырăнтан 30 çухрăмра суранлатрĕç, - тет ятарлă çар операцине хутшăнакан Петр.

Петр Нурсов 2020 çулта çар ретне контракт службипе тăнă. Халĕ аслашшĕ пекех çĕршыва тăшмансенчен хỹтĕлет.

- Йывăр вăхăтра пурин те пĕрле кар! тăрса фашист юлашкийĕсене хирĕç кĕрешмелле. Тăван çĕршыва сыхласси - пирĕн тивĕç, - тет вăл.

Наталия МЕДВЕДЕВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика