Юхмапа Пăла тăрăхĕнче паллă спортсменсем ячĕпе е вĕсене асра тытса тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕ ирттересси ырă йăлара. Çулсеренех пирĕн паллă спортсменка, тĕнче класлă спорт мастерĕн Фаина Краснован парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ вĕсенчен пĕри. Хальхинче те пархатарлă йăлана малалла тăсса Фаина Владимировна Еншик вăрманĕ çумĕнчи уçланкăра мĕн пĕчĕкрен чупса такăрлатнă чупу çулне çамрăк спортсменсемпе спорт ветеранĕсем йышăнчĕç. Мĕн пурĕ старта 16 ушкăнпа 200 ытла спортсмен тăчĕ.
Ăмăртăва уçнă çĕре Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе тимлекен çумĕ Светлана Чернова, Пикшик территори пайĕн пуçлăхĕ Петр Иванов, велоспорт енĕпе СССР спорт мастерĕ, тĕнче чемпионачĕн участникĕ, СССРĕн пĕрлештернĕ командин членĕ Анатолий Савельев, ентеш-спортсменка Фаина Краснова хăй, çак тăрăхри хисеплĕ спорт ветеранĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Кăçалхи сезонта пĕрремĕш хут старта тăнă спортсменсем кашниех палăртнă дистанцие хăвăрт чупса тухса командăна мала кăларассишĕн тăрăшрĕç. Вăйлинчен вăйлисене вара яланхиллех ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ чухне палăртрĕç. Вăтам шкулсенчен Первомайскисем пек хăвăрт чупакансем пулмарĕç, вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Иккĕмĕш вырăнта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, виççĕмĕшĕнче Турханти вăтам шкулти спортсменсем.
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем хушшинчи çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ те çивĕч иртрĕ. Малтан мала ăнтăлакансенчен Çĕньялсене çитекенни пулмарĕ. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине тăма Çĕнĕ Ахпỹртсем тивĕçрĕç, виççĕмĕш вырăна Алманчăсем çĕнсе илчĕç. Çĕнтерỹçĕсене пурне те кубокпа тата дипломсемпе чысларĕç.
- Çулсеренех çак ăмăртăва хавхаланса килетĕп, хăпартланса каятăп. Кăçалхи ăмăрту та питĕ çивĕч кĕрешỹре иртни, çамрăксем спортра çитĕнỹ тума ăнтăлни савăнтарать. Эпĕ мĕн пĕчĕкренех çак çулпа çуран та чупаттăм, йĕлтĕрпе те ярăнаттăм. Унсăр пуçне шашка-шахмат, волейбол вăййисене те кăмăлтан хутшăннă. Спорт маншăн ача чухне те, каярахпа та пысăк ĕмĕт, шанчăк пулнă. 70 çула çывхаратăп пулин те вăл маншăн паянхи кун та хавхалану. Çавăнпа та сывă пурнăç йĕркине малашне çирĕп тытса пыма, çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тума ăнăçу сунатăп сире,- терĕ Фаина Фладимировна старта тăракан çамрăк спортсменсене хавхалантарса.
Альбина ЕГОРОВА ХАКЛАВ
Николай ПАЙМУЛЛИН, спорт ветеранĕ:
- Фаина Краснова паллă спортсмен пуласси ача чухнех сисĕнетчĕ. Çирĕп кăмăллă, пултаруллă хĕрача кĕçĕн класрах урине çĕре перĕн- термесĕр тенĕ евĕр хытă чупатчĕ. Вĕренме те кăтартуллисен йышăнче пулнă. Малтан Еншикре, кайран Патăрьелĕнчи шкултан "5" паллăпа çеç вĕренсе пĕтернĕ чиперкке çемьери лару-тăрăва шута илсе пĕр çул дояркăра ĕçлерĕ. Ун чухне эпĕ колхозра комсомол организацийĕн секретарĕччĕ. Фаина Владимировна тăтăшах пирĕн колхозшăн чупса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Пĕринче Шупашкартан килнĕ паллă тренерсем унăн чупас ăсталăхне асăрхарĕç те ялта тĕпленме шутланă хĕрачан пултарулăхне аталантарма тĕп хуламăра илсе кайрĕç. Çавăнтанпа унăн спорт каçалăкĕнче хăйне евĕр пурнăç, ăнăçу, çитĕнỹ пуçланчĕ. Пĕрремĕш хут вăл 20 çулта СССР чемпионатĕнче паллă спортсменсемпе 3 çухрăма чупса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Кайран Раççей чемпионатĕнче темиçе хутчен те палăрчĕ. Çавăн пекех ют çĕршывсенчи ăмăртусене те хутшăнчĕ. Эпир хамăрăн Фаина Красновăпа чун-чĕререн мăнаçланатпăр.
Май 2025 |