Ентеше асран кăлармасăр

Категория: Публикации Опубликовано: 18.04.2025, 10:53 Просмотров: 240

Первомайскинчи вăтам шкулта Чечен Республикинчи лару-тăрăва хутшăннă Юрий Ендеева асра тытса арçын ачасем хушшинче йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртнĕ. Муниципалитет округĕче çулран-çул çак вăййа юратакансен йышĕ ỹссех пырать.

Турнирта пĕрремĕш вырăна Турханти вăтам, иккĕмĕшне "Паттăр" спорт шкул, виççĕмĕшне Первомайскинчи вăтам шкул воспитанникĕсем йышăннă.

"Чи лайăх вылякан" ята Турханти вăтам шкулти Тимур Осипов, "Чи лайăх сыпăнтарса вылякан", "Чи лайăх тапăнса вылякан" ятсене "Паттăр" спорт шкулти Денис Синеевпа Самир Камалдинов, "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" ята Первомайскинчи вăтам шкулти Артем Савинов çамрăксем тивĕçнĕ.

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика