Ырă йăла чунра ырăлăх çуратать

Категория: Публикации Опубликовано: 25.04.2025, 21:29 Просмотров: 158

 Туçари Виç ипостаçлĕ Таса турра асăнса лартнă чиркĕве çулленех Мăнкун хыççăнхи тунтикун Туçари, Кивĕ Ахпỹртри, Анат Туçари ача садне çỹрекенсемпе шкулта вĕренекенсем Николай Марков протоиерей чĕннипе килеççĕ. Кăçал та ырă йăлана малалла тăснă. Николай атте литурги ирттернĕ хыççăн ачасен çылăхĕсене каçарттарнă, сыптарнă. Ун хыççăн пурте пĕрле чиркỹ тавра çаврăннă е урăхла каласан хĕреслĕ çул çỹрев ирттернĕ.

Храм настоятелĕ пĕчĕк прихожансене Мăнкун уявĕн историйĕ, çăмартасене хĕретесси, куличсене пĕçересси ăçтан пуçланса кайни пирки каласа панă. Çамрăк ăру кăмăлтанах итленĕ, чиркĕве татах та килессине пĕлтернĕ.

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика