Вут-çулăмран сыхланасчĕ, инкек курас марччĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.04.2025, 21:29 Просмотров: 167

ПУШАР тесен чăнах та сехре хăпать, инкекĕ вара куçа курăнса илмест. Çак кунсенче Тикешри пĕр çуртра пушар тухнă. Электричествăран тухнă вут-çулăм пỹрте те, хуралтăна та сиенлетнĕ.

Республикăра пушар хăрушлăхĕн йĕркине çирĕп пăхăнмалли ятарлă тапхăра уяманнисем те пур-ха. Çĕнĕ Ахпỹртри кинемей типĕ курăка çунтарнă. Ватă çын тирпей-илем кĕртес тенĕ пуль-ха та ĕнтĕ, анчах çанталăк типĕ тăнă вăхăтра нуша та курма пулать. Пăрачкав муниципалитет округĕнче шăпах çак сăлтава пула хуçасăр 6 çурт çунса кĕлленнĕ, тепĕр саккăрăшне пушар хуралĕн ĕçченĕсем сыхласа хăварнă. Чăваш Республикин чрезвычайлă лару-тăру министерствин телеграм-каналĕнче пĕлтернĕ тăрăх, çулăм малтан хир-ти икĕ гектар типĕ курăка тĕп тунă, кайран вара çывăхри пỹртсене ярса илнĕ.

Ятарлă тапхăрта кăвайт чĕртме, типĕ курăкпа çỹп-çапа, пушар хăрушлăхĕ кăларакан ĕçсене пурнăçлама юрамасть. Йĕркене пăсакансене пуçран шăлмаççĕ: граждансене - 10 пинтен пуçласа 20 пин тенкĕ таран, должноçри сăпатсене - 30000-60000, индивидуаллă предпринимательсемпе фермер хуçалăхĕсене - 60000-80000, юридика сăпачĕсене 400000-800000 тенкĕ таран штраф параççĕ.

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика