Çĕршыв аталанăвĕ пĕрлехи вăйран килет

Категория: Публикации Опубликовано: 25.04.2025, 21:37 Просмотров: 187

 Апрелĕн 21-мĕшĕнче Мускавра "Пĕчĕк çĕршыв - Раççей вăйĕ" форум уçăлнă. Унăн ĕçне республика делегаци- йĕн йышĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та хутшăннă. Виçĕ куна тăсăлнă мероприятие 89 регионтан 4000 ытла çын килнĕ. Тĕп ыйтусенчен пĕри муниципалитетсене аталантарасси пулнă.

Пĕрремĕш кун форума килнисем умĕнче Раççей Президенчĕ Вдадимир Путин тухса калаçнă. Вăл Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕпе саламланă май: "Кулленхи ыйтусене татма çынсем шăпах сирĕн пата пыраççĕ. Ырă улшăнусене те сирĕнпе çыхăнтараççĕ. Шăпах çавăнпа ĕнтĕ муниципалитет шайĕнчи ĕç - пысăк яваплăх тата чун туртăмĕ", - тенĕ.

Форумра Раççей Правительствин Председателĕн заместителĕ Марат Хуснуллин та сăмах илнĕ. Вăл "Инфраструктура пурнăç валли" наци проекчĕ пурнăçланса пынинче муниципалитет шайĕнче ĕçлекенсен витĕмĕ пысăккине палăртнă. Федераци шайĕнче условисем туса панине, муниципалитетсем вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшнине каланă.

"Вăйлă ял - чечекленекен Раççей" сессинче РФ ял хуçалăх министрĕ Оксана Лут агропромышленность комплексне, ял территорийĕсене аталантарасси, тăнăçлă экономика, хăтлă тата хăрушсăр хутлăх, çынсен пултарулăхне çĕклесси пирки чарăнса тăнă.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика