Округра - республика ăмăртăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.04.2025, 21:49 Просмотров: 253

Еншик ялĕнче çăмăл атлетикăпа (кросс) Чăваш Республикинче мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Кăçал ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă. Вăл "Старта тăтăн - эсĕ çĕнтерỹçĕ" чĕнỹпе пулнă.

Чемпионата уçнă çĕре муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов тата ытти хăнасем хутшăннă.

Рудольф Васильевич ăмăртăва хутшăнакансене саламланă май, тĕнче класлă тава тивĕçлĕ СССР спорт мастерĕн, нумай хутчен Совет Союзĕн чемпионки пулнă Фаина Краснова çуралнă ялĕнче кĕтсе илме хавас пулнине палăртнă.

Харкам-хăйшĕн те, командăшăн та ăмăртма тивнĕ. Чупăва республикăри муниципалитет округĕсенчи тата хуласенчи 300е яхăн спортсмен хутшăннă. Вĕсем 4 ỹсĕм çулĕпе 1, 2 тата 3 çухрăмсенчи старта тăнă.

Çанталăк спорта юратакансене савăнтарнă. Вĕсем старта тăрăшса хатĕрленни те палăрнă.

Пирĕн муниципалитет округĕн спортсменĕсем те хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Вĕсем чыслав пьедесталĕ çине 6 хутчен хăпарнă.

 2010 çулта тата вĕсенчен каярах çуралнисенчен Турханти вăтам шкултан (тренерĕ В.Осипов) харăсах иккĕн призерсен шутне кĕнĕ: Павел Пятаков иккĕмĕш, Максим Чемеров виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

2008-2009 çулсенче çуралнă хĕрачасенчен те икĕ призер: Кристина Иванова кĕмĕл, Валерия Гаврилова пăхăр медальсене çĕнсе илнĕ. Вĕсемпе Первомайскинчи вăтам шкулти Лев Никитин тренер-преподаватель ĕçлет.

Турханти Полина Фролова 20 çулчченхи хĕрсем хушшинче виççĕмĕш вырăна тухнă. Первомайскинчи Ольга Киргизова 23 çулчченхи çамрăксенчен каллех виççĕмĕш вырăнта.

Туслă командăн ытти çăмăл атлечĕсем те пĕтĕмĕшле пухмача очкосем кĕртнĕ.

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика