Нальчик хулинче арçын ачасемпе хĕрачасем хушшинче мас-рестлинг енĕпе ăмăрту иртнĕ. Унта Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди те хутшăннă. Унăн йышне муниципалитет округĕнчи "Паттăр" спорт шкулăн икĕ представителĕ Даниярпа Эльвина Земдихановсем те кĕнĕ. Данияр 70 килограмлă виçе категорийĕпе ăмăртса иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Даниярпа Эльвина - пĕр тăвансем. Пĕр-пĕринпе питĕ туслă, пĕрне-пĕри хавхалантарса пыраççĕ.
Хĕрсем хушшинчи 18 çул тултаричченхи 70 килограмм виçеллĕ тупăшура Хирти Пикшикри Эльвина Земдиханова пăхăр медале тивĕçнĕ.
Çамрăксемпе иккĕшĕнпе те Ильфак Алеев тренер-преподаватель ĕçлет.
Альбина ИВАНОВА
Май 2025 |