Минсеит Тазетдинова асра тытса

Категория: Публикации Опубликовано: 25.04.2025, 21:52 Просмотров: 227

 Шăнкăртамра Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерне, Европа чемпионне, тĕнче Кубокне тивĕçнĕ Минсеит Тазетдинова асра тытса корэш наци кĕрешĕвĕпе йăлана кĕнĕ регионсем хушшинчи турнир иртнĕ. Кăçалхипе вăл 35-мĕш хутчен пулнă.

 Турнира Чăваш Ен спортсменĕсемсĕр пуçне Тутарстан Республикин, Чĕмпĕр облаçĕн кĕрешỹçисем те хутшăннă. Кавир çине 200 ытла çамрăк тухнă. Патăрьел муниципалитет округĕн чысне Шăнкăртам, Тутар Сăкăт, Ыхра Çырми, Хирти Пикшик ял çамрăкĕсем хỹтĕленĕ.

Минсеит Тазетдинов пурнăç тăршшĕпех спортпа туслă пулнă. Грекла-рим кĕрешĕвне килĕштернĕ. Вăл тава тивĕçлĕ Раççей спорт мастерĕ, СССР, Европа чемпионĕ. Çавăн пекех СССРта И.Поддубный ячĕллĕ тĕнче турнирĕнче, Румынири, Болгарири, Чехословакири, Норвегири, Германири, Швецири тĕнче Кубокĕн ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ. Ытларахăшĕ ăна СССР, Европа, Тĕнче чемпионачĕсен кĕмĕл, СССРти халăхсен Спартакиадин пăхăр призерĕ пулнипе пĕлеççĕ.

Хăйĕн ăсталăхне, пуян опытне Минсеит Тимергалиевич çамрăк ăрăва панă. Паллă спортсмен мĕн пур тăрăшулăхне унта янă. Кашни çуркунне пуçламăшĕнчех хăйĕн тăван ялĕнче - Шăнкăртамра - "Корэш" енĕпе кĕрешỹ турнирĕ ирттернĕ. Кăçалхи турнира ăна асăнса йĕркеленĕ. Вăл иртнĕ çул ноябрĕн 15-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă.

 Ăна хисеплесе турнира паллă спортсменсем, юлташĕсем, тăванĕсем, хисеплĕ çынсем килнĕ. Малашне те вăл сумне çухатмĕ.

 Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика