Шкул ачисен вырăс тата тăван чĕлхене вĕренес интересне ỹстерес, халăх культурин йăли-йĕркине упрас тĕллевпе Пĕтĕм Раççейре конкурс йĕркеленĕччĕ. Унăн регион шайĕнчи тупăшăвĕ иртрĕ. Сочиненине вырăсла тăван культура çинчен çырса памаллаччĕ. Чăвашла вара вырăс культурине çутатмаллаччĕ.
Республикăри конкурса 19 муниципалитет тата хула округĕсенчен 4-11 классенче вĕренекен 54 ачапа вăтам пĕлỹ паракан професси пĕлĕвĕ илекен учрежденисенчен 15 çамрăк хутшăнчĕ.
Призерсем хушшинче Пăлаçипе Юхма ен каччи-хĕрĕ пурри те савăнтарать. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Ильяс Султеев (ертỹçи Р.Валитова) иккĕмĕш, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти11 класра пĕлỹ пухакан Лилия Ляллина (А.Кубикова) виççĕмĕш вырăна тухнă.
Альбина ИВАНОВА
Май 2025 |