Чăваш Ен Узбекистанпа суту-илỹпе экономика тата культура енĕпе тытакан çыхăнусене çирĕплетет. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев кỹршĕ çĕршыва ертсе кайнă пысăк делегаци шăпах çак тĕллеве тĕпе хунă. Делегаци йышĕнче Правительство представителĕсем, Чăваш Енри пысăк предприяти ертỹçисем, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та пулнă.
Çул çỹревĕн ĕçлĕ пайĕ Узбекистанри Кашкадарья облаçĕн хокимĕпе Муротжон Азимовпа курнăçнинчен пуçланнă. Тĕл пулура ĕçтешлĕх саманчĕсене, икĕ çĕршыв регионĕсем суту-илỹпе экономика тата культура енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлессин малашлăхне сỹтсе явнă. Узбекистанпа тытакан çыхăнусем самай çирĕп. Кỹршĕ çĕршыв Чăваш Енре туса кăларакан электрооборудование, хими япалисене, ытти продукцие туянать. Унта тавар ăсатакан предприятисем те самай йышлă - 130 ытла.
Узбекистанран пирĕн пата вара апат-çимĕç, строительство материалĕсем, атă-пушмак, тум-тир, оборудовани килет. 2020 çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр Узбекистанпа çыхăннă тулашри суту-илỹ çаврăнăшĕ 62 процент хутшăннă. Узбекистан Чăваш Ен çыхăну тытакан 84 çĕршыв ретĕнче çак кăтартупа улттăмĕш вырăнта.
Çавăн пекех Ташкентра Пĕтĕм тĕнчери "Иннопром. Вăтам Ази" промышленность куравĕ ĕçленĕ. Унта Чăваш Ен предприятийĕсем те хутшăннă.
(Хамăр корр.)
Июнь 2025 |