Саламсем йышăнаççĕ тыл ветеранĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2025, 20:06 Просмотров: 521

Патăрьел район прокурорĕ Андрей Афанасьев Çĕнтерỹ кунĕ умĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тыл ветеранĕсене - Патăрьелĕнче пурăнакан Раиса Мининăна тата Шăнкăртамри Минникадире Хамбиковăна - ăшшăн саламланă.

Ветерансем вăрçă вăхăтĕнче тăшмана çĕнтерме пулăшас тесе ырми-канми ĕçленĕ.  Раиса Семеновна 96 çулта, вĕсем мăшăрĕпе, вăрçă участникĕпе, виçĕ ача пăхса ỹстернĕ. Паян хисеплĕ ветеран тăватă мăнукĕпе тата 6 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать.

Минникадире Зейдулловна кăçалхи январĕн 13-мĕшĕнче хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тунă. Унăн 23 мăнук, 40 кĕçĕн мăнук тата кĕçĕн мăнукĕн икĕ ача пур.

 Андрей Афанасьев ветерансене Çĕнтерỹ уявĕпе саламланă май çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх суннă, парнесем панă.

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика