Иккĕнре-çке пурнăçăн илемĕ...

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2025, 20:07 Просмотров: 421

Мăшăрпа юнашар пĕрле мĕн ватăличчен юнашар утни - телей. Ваттисен пехилне асра тытса йывăç лартнă, çурт тунă, ачасем çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă, куç тулли мăнуксем, кĕçĕн мăнуксем чуна савăнтараççĕ... Çакă мар-и-ха вăл чи пысăк савăнăç? Пысăк йышпа пĕрле пухăнса хĕпĕртемелĕх те пур.

Май уйăхĕнче Хирти Пикшикри Рифкать Минулловичпа Фейруза Минзагитовна Незеевсем, Шăнкăртамри Расых Шагивалеевичпа Гельзиган Кияметдиновна Хайбулловсем, Рифкать Минехалимовичпа Гельзиян Гадельзяновна Салеевсем, Туçари Петр Александровичпа Людмила Павловна Бельдековсем, Нăрваш Шăхалĕнчи Николай Ивановичпа Зоя Васильевна Мулендеевсем, Сăкăтри Федор Петровичпа Эльвира Васильевна Прохоровсем хăйсен ылтăн туйĕсене паллă тăваççĕ.

Тикешри Анатолий Николаевичпа Нина Васильевна Степановсем, Туçари Геннадий Емельяновичпа Луиза Макаровна Бадановсем, Еншикри Николай Ивановичпа Таисия Афанасьевна Сурнаевсем вара 55 çул каялла çемье çавăрнă. Вĕсене ачисемпе мăнукĕсем, çывăх çыннисем изумруд туйпа саламлаççĕ.

Патăрьелĕнчи Владимир Ивановичпа Олимпиада Алексеевна Еслюковсен мăшăрланни майăн 17-мĕшĕнче 65 çул çитет.

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика