Фронтра та, килте те палăрнă

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2025, 20:10 Просмотров: 407

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Хирти Пикшикрен те нумайăн хутшăннă, вĕсенчен пĕри манăн атте - Зарифзян Макачев. Вăл 1925 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. 1939 çулта ялти 7 класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн малалла пĕлĕвне Патăрьелĕнчи педагогика училищинче тăснă. Ăна васкавлă мелпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн çара кайма повестка панă. Малтанах АИР (артиллерийская инструментальная разведка) шкулĕнче ятарлă хатĕрлев витĕр тухнă.

Фашистсене хирĕç вăл виççĕмĕш Белорусси фронтĕнче çапăçнă. "Катюша" хатĕрĕн наводчикĕ пулнă. Çĕнтерĕве Кенигсберг (халĕ Калининград) хулинче кĕтсе илнĕ. Унăн кăкăрне "Хастарлăхшăн", "Кенигсберга илнĕшĕн" медальсем тата ытти наградăсем илемлететчĕç. Шел, Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине кĕтсе илеймерĕ çывăх çыннăмăр, анчах унăн ырă ĕçĕсем пирĕн асрах.

1946 çулта демобилизаципе тăван тăрăха таврăннă. Ĕнерхи салтак тỹрех вĕрентỹ ĕçне пикеннĕ. Малтанах Ыхра Çырминчи шкулта ачасене истори предметне алла илме пулăшнă. Вĕрентỹ енĕпе завуч пулнă. Пĕрлех хăйĕн пĕлĕвне те тарăнлатас тĕллевпе Хусанти педагогика институтĕнче ăс илнĕ.

Малашлăхлă, тăрăшуллă арçынна 1959 çулта Хирти Пикшикри шкула ĕçлеме куçарнă, директор "тилхепине" шанса панă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех Зарифзян Сафиуллович шкулта, çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассишĕн вăй хунă. Вăл ĕçленĕ вăхăтра пĕлỹ çуртĕнче вĕрентỹ комбиначĕ уçăлнă, унта ял хуçалăхĕнче кирлĕ специалистсене хатĕрленĕ. Вăл тăрăшнипех Хирти Пикшикре çĕнĕ вĕрентỹ учрежденийĕн проектне çирĕплетнĕ.

Педагогăн ĕçне Правительство та çỹллĕ шайра хакланă, ăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ятпа чысланă. Ытти шайри Хисеп хучĕсемпе Тав хучĕсем те унăн çителĕклехчĕ.

Зарифзян Сафиуллович сăмах ăсти те пулнă. Вăл "Ватаным Татарстан", районта тухса тăракан "Авангард" хаçатсемпе, "Казан утлары", "Совет мектебе" журналсемпе тачă çыхăну тытнă. Статьясемпе пĕрлех сăвăсем те çырнă, икĕ кĕнеке кăларнă.

Пилĕк ача, виçĕ ывăлпа икĕ хĕр, çуратса ỹстернĕ аттепе анне. Çывăх çыннăмăр та хăйĕн пурнăçне çамрăк ăрăва вĕрентес ĕçе халалланă.

Наил МАКАЧЕВ

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика