Патăрьелĕнче пурăнать Галина Шадирякова. 91 çул тултарнă хĕрарăм вăрçă нушине сахал мар астивнĕ. Вăл Муркаш районĕнчи Шептаки ялĕнче çуралнă. Тăватă ача пулнă вĕсен çемйинче. Галина - чи кĕçĕнни.
Ашшĕ - Кузьма Васильевич - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах алла хĕç-пăшал тытнă. 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. Ачисем çамрăклах çурма тăлăха юлнă. Йывăр чире пула 1945 çулта амăшĕ пурнăçран уйрăлнă. Ăрăва малалла тăсакансем тетĕшĕн хỹтлĕхне юлнă.
Галина 8 çулта пĕрремĕш класа кайнă. "5" паллăсемпе çеç вĕреннĕ. Математика предметне килĕштернĕ. Вĕренес ĕмĕчĕ çирĕп пулнă унăн. Тăлăх ачасене 8-10 классенче тỹлевсĕр пĕлỹ пухма май паракан çăмăллăхсем панă. Михаил тетĕшĕ хавхалантарни те вырăнлă пулнă. Каярах Галина И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне математика факультетне вĕренме кĕнĕ.
Дипломлă специалист Алманчăри шкулта 1956 çулта ĕçе пикеннĕ. Икĕ çултан Тăрăнти шкула куçнă. Владимир Шадиряковпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. 10 çултан Патăрьелĕнчи иккĕмĕш шкулта ачасене математикăпа вĕрентме пуçланă. Ĕç ветеранĕ 41 çул шăнкăравпа урока кĕнĕ. "Çут ĕç отличникĕ" ята тивĕçнĕ.
Шадиряковсем 3 ача çитĕнтернĕ. Шел, мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă. Галина Кузьминична вара хĕрĕпе пурăнать. Халĕ те хастарлăхĕ пур. Çыхма ỹркенмест. Сканвордсене кăмăллать.
Çак кунсенче вăрçă ачи патĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн 4 а класĕнче вĕренекенсем пулчĕç.
Альбина ИВАНОВА
Июнь 2025 |