Вĕрентỹ ĕçченĕсен пултарулăхĕ иксĕлми

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2025, 20:23 Просмотров: 414

 Нăрваш Шăхалĕнчи культура çуртĕнче Раççей Федерацийĕнчи Çĕршыв хỹтĕлевçин тата республикăри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсене халалласа муниципалитетри вĕрентỹ сферинчи пултарулăх ушкăнĕсен "Çĕнĕ пултарулăх çитĕнĕвĕсем патне" пиллĕкмĕш фестивалĕ иртнĕ.

Концерта 300 ытла çын хутшăннă. Вĕсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ номинацинче кăтарнă. Программа питĕ пуян пулнипе палăрнă. Пултаруллă педагогсемпе вĕрентỹ сферинче вăй хуракансем Тăван çĕршыва фашистсенчен хỹтĕленĕ асаттесемпе кукаçисен ĕмĕр манăçми паттăрлăхне сцена çинче туллин сăнланă.

"Ылтăн сасă" (хор) номинацинче Сăкăтри вăтам шкул хорĕ çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Митта Ваçлей ячĕллĕ Первомайскинчи, Хирти Пикшикри, Ыхра Çырминчи пĕлỹ çурчĕсен, виççĕмĕшне Патăрьелĕнчи "Юмах" ача сачĕн ĕçченĕсен, Аслă Чементи шкулти учительсен хорĕсем йышăннă.

Пĕччен, иккĕн е виççĕн юрлакансенчен Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти вĕрентекенсем тата Патăрьелĕнчи "Юмах" ача сачĕн воспитателĕ Галина Иванова - иккĕмĕш, Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденинчи Алевтина Зимина тата Алефтина Сымкина виççĕмĕш тухнă.

Вокал ансамблĕсенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата Туçари вăтам шкулсен вĕрентекенĕсен ансамблĕсем - пĕрремĕш, иккĕмĕшне Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ çурчĕн, Патăрьелĕнчи "Хĕвел" ача сачĕн, Кивĕ Ахпỹртри "Çăлкуç" ача сачĕн ĕçченĕсен ансамблĕсем йышăннă.

Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта, Шăнкăртамри "Сандугач", Турханти "Çеçпĕл" ача сачĕсенче вăй хуракансем виççĕмĕш вырăна пайланă.

"Хореографи композицийĕ" номинацинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти учительсен "Вдохновение" ташă коллективĕ палăрнă. Патăрьелĕнчи "Юмах", Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти (иккĕмĕш вырăн), Патăрьелĕнчи "Тĕп", Шăнкăртамри "Ромашка", Первомайскинчи "Шуçăм" ача сачĕсен (виççĕмĕш) ташă ушкăнĕсем те хăйсен пултарулăхне туллин кăтартнă.

"Театр искусстви" номинацинче Турханти вăтам шкулти учительсен коллективĕ пĕлỹ çуртĕнче тăрăшнă учитель-фронтовиксене халласа лартнă "Паттăрсене ĕмĕр мухтав" театр композицийĕпе çĕнтернĕ.

"Вокалпа ташă композицийĕ" номинацинче Шăнкăртамри пĕрремĕш тата Патăрьелĕнчи иккĕмĕш пĕлỹ çурчĕн коллективĕсене çитекен пулман. Иккĕмĕш вырăнта - Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ шкулта ĕçлекенсем.

"Илемлĕ сăмах" номинацинче Пăлапуç Пашьелĕнчи шкулти Светлана Никитина педагог хăй çырнă "Çĕнтерỹçĕсене чыс та мухтав" сăввипе пурне те тыткăнланă.

Фестивалĕн Гран-Прине Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти вĕрентекенсем "Нам нужна одна Победа" юрра театрализацилесе сцена çине кăларнипе тивĕçнĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика