Совет Союзĕн Геройĕ Павел Ефимович Кузнецов (10.05.1920 - 01.12.1992) 105 çул каялла Анат Туçара çуралнă пулнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Павел Кузнецов стрелоксен полкĕнче çапăçнă. Киева ирĕке кăларнă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн 1944 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ. Тăван ялне таврăннă хыççăн тимрĕçре ĕçленĕ. Темиçе хутчен те СССР халăх хуçалăхĕсен çитĕнĕвĕсен куравне хутшăннă.
П.Кузнецов Ленин, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш степеньлĕ орденĕсене тата медальсене тивĕçнĕ. Тăван çĕршыва хỹтĕлес ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн тата обществăпа политика ĕçне хастар хутшăннăшăн унăн ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Июнь 2025 |