Пĕр кунта - икĕ пушар

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2025, 21:24 Просмотров: 264

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна округ территорийĕнче 23 пушара шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра 18 тĕслĕх пулнă.

 Аслă Çĕнтерỹ уявĕ иртнĕ хыççăн тепĕр кун Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи "01" служба сотрудникĕсен икĕ хутчен вут-çулăма парăнтарма тивнĕ. Пỹртлĕре пĕр пỹтсĕр çын чикарккă тĕпне пурăнман çуртра сỹнтермесĕр пăрахса хăварнăран пушар тухнă, Нăрваш Шăхалĕнчи пĕр хуçалăхра вутпа асăрханусăр пулнăран мунчан шал енчи пайĕ çунса сиенленнĕ. Майăн 10-мĕшĕнче кунĕпех çиллĕ çанталăк пулнăран, Патăрьелĕнче электропăралуксем замыкани парса çулăм кăларнă. Мухтав Турра, ку сăлтавпа пушар тухман.

Май уйăхĕ чылай чухне вылянчăклă: е ăшăтать, е сивĕтет. Çил вăйланнă самантсем те сахал мар пулаççĕ. Çавăнпа та урамра выльăх апачĕ пĕçернĕ, курăк çунтарнă е шашлăк пĕçернĕ чухне уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмалли ятарлă тапхăрта вут-кăвартан асăрханмалли йăркесене пăхăнманнисене саккун пуçран шăлмасть.

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика