Çĕнтерĕве туптанă аслă ăрăва мухтав!

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2025, 21:28 Просмотров: 264

 Вĕсен паттăрлăхне вăхăт хуплаймĕ

Майăн 9-мĕшĕ - 1945 çулсенчи кашни çын чĕринче пирчейми тарăн йĕр хăварнă, Тăван çĕршывăн 1941- Аслă вăрçинче халăхăн паттăрлăхне, вăй-хăватне, чăтăмлăхне çирĕплетсе паракан сумлă паллă, Çĕнтерỹ кунĕ. Вăл нихăçан та, никамăн асĕнчен те тухмĕ. Çуркуннехи аслă уявра эпир çулсеренех çĕршыв пуласлăхĕшĕн, ырă малашлăхшăн вăрçăра пуçне хунă ветерансене, фронтра пĕрлехи вăйпа Çĕнтерĕве туптанă паттăрсене, тылра ырми-канми тăрăшнă хастарсене аса илетпĕр, вĕсене паянхи пурнăçшăн тав тăватпăр, палăк умĕнче ялкăшакан ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умĕнче салтаксен канлĕхĕшĕн шăп тăратпăр, чечек кăшăлĕсем хурса чыс тăватпăр... Ырă йăлана малалла тăсса Патăрьел муниципалитет округĕнче çулсеренех тĕрлĕрен культура, спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ, ветерансемпе тĕл пулаççĕ тата ытти те.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине чыслăн, хисеплĕн, асра юлмалла паллă турĕç. Майăн 8-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнчи мĕн пур территори пайĕсенчех çак ятпа палăксен умĕнче ял халăхĕпе, шкул ачисемпе пĕрле митингсем йĕркелерĕç, культура, спорт мероприятийĕсенче тупăшрĕç, пирĕн пурнăçшăн пуç хунă салтаксене ятран аса илчĕç. Майăн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалланă митинг Патăрьелĕнче иртрĕ. Каçхине халăх концертра савăнчĕ, салют пăхса киленчĕ.

 Округ центрĕнчи митинга Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçса Çĕнтерỹ туни 80 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ митинга хутшăннисене чăн малтанах Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламларĕ:

- Аслă Çĕнтерỹ кунĕ çĕршыв историйĕн страницинче çулсеренех аякка юлса пырать пулин те унăн чапĕпе сумĕ нихăçан та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмĕ. Патăрьел округĕнче пурăнакансем те çĕршыври ытти халăхпа пĕрле çĕнтерỹшĕн, ырă пуласлăхшăн кар тăнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен фронта 8377 çын çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайнă. Вĕсенчен 41-шĕ хĕрсемпе хĕрарăмсем. Шел пулин те 6034 салтак тăван киле таврăнайман... Эпир кăçалхи Çĕнтерỹ уявне Украинăра ятарлă çар операцийĕпынă тапхăрта паллă тăватпăр. Паянхи кун неонацистсене хирĕç кĕрешекен паттăрсен, çĕнтерĕве çывхартакансен умĕнче те пуçăмăра таятпăр, вĕсене тата вĕсен çемйисене ăнăçу, телей сунатăп,- терĕ Рудольф Васильевич пурне те уяв ячĕпе саламланă май.

Патăрьелĕнче Çĕнтерỹ уявĕн кунĕнче кашни вунă çултах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнче Патăрьел халăхне ветерансен, çитĕнекен ăру ячĕпе чĕнсе калани çырса капсулăпа хурасси ырă йăлана кĕнĕ. Кăçал митинга хутшăннă халăх умĕнче 2015 çулта управа хунă капсулăри сăмахсене вуларĕç. Ун вырăнне çĕннине хучĕç. Çамрăксене, çитĕнекен ăрăва чăн-чăн паттăрсем пулма чĕнсе калакан, Çĕнтерỹ уявĕн хакне палăртакан асăну капсулине 2045 çулхи майăн 9-мĕшĕнче, Аслă Çĕнтерỹ уявĕн 100 çулне паллă тунă чухне уçма калаçса килĕшрĕç.

Çулсеренех Патăрьелĕнчи Çĕнтерỹ уявне çамрăк армеецсен парачĕ пуянлатать. Кăçал та вăл çỹллĕ шайра иртрĕ. Парада Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ, 2 рангри капитан Вячеслав Илюткин ертсе пычĕ. Кĕçĕн тата аслă класра вĕренекенсем ятарлă тумсемпе салтаксем евĕр коробкăпа утса тухнине пурте куç илмесĕр тинкерчĕç. Округри шкулсенчи ачасен 21 команди хутшăнчĕ парада. Хальхинче Çĕнтерỹ ялавне Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекен пултаруллă çамрăк армеецсем тытса пычĕç. Çĕнтерỹ уявĕн Патăрьелĕнчи парадне ытти çулсенчи пекех обществăлла организацисенчен пограничниксен пĕрлĕхĕн хастарĕсем те пуянлатрĕç.

Патăрьелĕнчи уяв лапамне вăрçă темипе хатĕрленĕ тĕрлĕрен сюжетлĕ композицисем, сценарисем илем кỹчĕç çеç мар, чуна та тыткăнларĕç. Митинга хутшăннисем вĕсене те пăлханмасăр пăхаймарĕç.

Юлашкинчен кашни ĕç коллективĕ колоннăсемпе утса тухса Патăрьелĕнчи палăк-монумент умĕнчи хĕлхем умĕнче шăп тăчĕç, вăрçă паттăрĕсене асра тытса чечек кăшăлĕсем хучĕç. Уяв кĕвви Патăрьелĕнче чылайччен янăрарĕ. Пухăннисем салтак пăттине тутанчĕç, юрларĕç-ташларĕç.

Нурулла Резяповпа Феоктист Васильев ветерансем - округăн хисеплĕ çыннисем

 Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине Патăрьел муниципалитет округĕнчен икĕ ветеран - Шăнкăртамри Нурулла Велиуллович Резяпов тата Шăхачри Феоктист Александрович Васильев - çеç кĕтсе илчĕç. Вĕсем пирĕншĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ахрăмне паянхи куна çитерекен чĕрĕ палăк.

Уяв кунĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов вĕсене килĕсене кайса уяв ячĕпе ăшшăн саламланă, çĕршывăмăра фашизмран хăтарма паттарлăх кăтарнăшăн тав тунă.

 Çĕнтерỹ юбилейĕн кунĕ çеç мар, çак çулталăк та вăрçă вучĕ витĕр утса тухнă ветерансемшĕн ĕмĕрлĕх асра юлĕ. Хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕн мăнаçлăхĕ шутланакан ветерансене "Патăрьел муниципалитет округĕн хисеплĕ гражданинĕ" хисеплĕ ят пани çинчен ĕнентерекен удостоверенипе хаклă парне вăрçă геройĕсене сума сунине, хисепленине, вĕсен паттăрла ĕçне манманнине тепĕр хут çирĕплетет.

 Çамрăк армеецсем те ветеренсене пысăк уяв ячĕпе саламланă. Вĕсен çурчĕсем умĕнчен салтак тумĕпе утса иртнĕ. Культура ĕçченĕсем хисеплĕ паттăрсене вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене шăрантарса савăнтарнă.

Халăх вăйĕпе çĕкленнĕ палăк - пархатарлă ĕç, сăваплă пулăм

 Патăрьел муниципалитет округĕнче вăрçă синкерлĕхĕ хурлăх илсе килмен çемье çук. Пĕр çемьерен иккĕн, виççĕн е тăваттăн та Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хỹтĕлеме тухса кайнă. Çăл Атăкпа Анат Тăрмăш ялĕсенчен те вăрçа 240 çын хутшăннă. Шел, вĕсенчен 145-шĕ тăван киле таврăнайман. Майăн 9-мĕшĕнче, Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнă кунхине çак ялсенчи вăрçă паттăрĕсене асра тытса сумлă лару-тăрура халăх хастарлăхĕпе палăк уçнă.

Мероприятие ял халăхĕпе, ытти хăнасемпе пĕрлех Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутатчĕ Валерий Антонов та хутшăннă. Рудольф Васильевич Анатолий Трифоновпа пĕрле ĕмĕрлĕх хĕлхемне çутнă май Çăл Атăкпа Анат Тăрмăш ялĕсенче пурăнакансене пархатарлă та сăваплă ĕçшĕн, пысăк пуçарулăхшăн чун-чĕререн тав тунă, малашне çак палăка пĕрлехи вăйпа упрама, çамрăксене патриотла воспитани пама тата хавхаланса ĕçлеме аслă ăрурисене ăнăçу, вăй-хăват суннă.

Çак кунхинех Улатăр епархийĕн миссионер уйрăмĕн председателĕ, Сергий Горохов диакон тата Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн Патăрьел чиркỹ округĕн благочиннăйĕ, Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн Державнăй иконĕ ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Александр Синяков иерей çĕнĕ палăка сăвапланă.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика