Телепередачăра - Пăлаçипе Юхма ен ывăл-хĕрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2025, 21:30 Просмотров: 255

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем тĕрлĕ конкурса, фестивале хаваспах хутшăнаççĕ. Кирек хăш тематикăпа та хатĕр юрă-ташă пур вĕсен. Муниципалитет округĕнче иртекен мероприятисенчен те айккине пăрăнса юлмаççĕ.

Кăçал тата хастартарах вĕсем. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнĕ май репертуара çĕнĕрен-çĕнĕ номерсем кĕртеççĕ. Пурте пĕлекен "Катюша" юрра вара кĕçĕн классемпе аслисем таранчченех мăнаçлăн шăрантараççĕ. Çак кунсенче акă 3 в класра вĕренекенсем Шупашкарта пулчĕç. Вĕсем Патăрьелĕнче пурăнакан чăваш эстрада юрăçипе Светлана Ивановăпа хаваспах ЮТВ телепередачăн кăларăмне йĕркелесе пыракан Людмила Семеновăпа "Катюша" юрра видеоклип ỹкерчĕç (сăн ỹкерчĕкре). Ăна телепередачăра кăтартрĕç.

Çитĕнекен ăрăва çарпа патриотла воспитани парасси çине тимлĕх уйăрасси ỹссех пырать. Çакна çỹлерех асăннă пулăм та уççăн çирĕплетет.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика