Чăваш чĕлхи кунне муниципалитет округĕнче те анлăн паллă турĕç. И.Я.Яковлев çуралнă куна халалласа Патăрьелĕнчи ача-пăча ăсталăх шкулĕнче регионсем хушшинче йĕркеленĕ "Чăваш Ен" конкурс иртрĕ. Унта хутшăнма 162 коллектив тата 72 ỹнерçĕ кăмăл турĕç. Тăван чĕлхепе юрлакансем, ташлакансем республикăри тĕрлĕ муниципалитет округĕнчен, Тутарстан Республикинчен, Ульяновск, Чулхула облаçĕсенчен, Мускав, Пермь хулисенчен 500 ытла çын пуçтарăнчĕç. Чи маттуррисем вара хăйсен пултарулăхĕпе Гала концертра савăнтарчĕç.
Уява хутшăнакансене Чăваш наци конгресĕн муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн ертỹçи Светлана Кулакова тата Патăрьелĕнчи ача-пăча ăсталăх шкулĕн ертỹçи Алина Антонова саламларĕç.
Тутарстан Республикинчен килнĕ Г.Кудряшова чăваш тĕррин эрешĕсемпе, пуçа тăхăнмалли хушпу-теветпе паллаштарчĕ, мастер-класс ирттерчĕ. Пăва хулинчи П.Ярхунов уява килекенсене шăпчăк сассиллĕ кĕвĕ кăларакан шăхличсемпе кĕтсе илчĕ. Ачасене мастер-класс кăтартрĕ, тăмран чăваш орнаменчĕсемлĕ шăхлич тума вĕрентрĕ.
Чăвашла калаçса, атте-анне чĕлхипе юрласа-ташласа, чунра ăшă туйăмсем асра хăварса иртрĕ уяв.
Июнь 2025 |