"Янăра, тăван сăмахăм-2025" конкурс

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2025, 21:35 Просмотров: 303

Аслă Чементи вăтам шкулта Александр Сорочайкин (Чăваш Сашши) ентеш-сăвăçа халалласа сăвă вулакансен "Янăра, тăван сăмахăм-2025" конкурсĕ иртрĕ. Ăна "Чемен" ыркăмăллăх фончĕн ертỹçи, ялăн хисеплĕ гражданинĕ, контактлă каратэ енĕпе тĕнче чемпионĕ, педагогика наукисен кандидачĕ, Мускав çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕн деканĕ Николай Алешев пуçарăвĕпе муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕ йĕркелерĕ.

Конкурса 30а яхăн ача хутшăнчĕ. Вăл 4 ỹсĕм çулĕпе иртрĕ: 1-4, 5-7, 8-11 классенче вĕренекенсем тата 18 çултан аслисем. Унта хутшăнакансем хăйсем çырнă чуна пырса тивмелле илемлĕ те туйăмлă сăввисемпе паллаштарчĕç. Ачасем те, аслисем те питĕпултаруллă пулни палăрчĕ.

Кĕçĕннисем хушшинче Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Николай Ларев (ертỹçи И.Тихонова), 5-7 классенчен Аслă Чементи вăтам шкулти Ангелина Семенова (А.Сергеева), Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти Дарья Кириллова (М.Табакова), Турханти вăтам шкулти Рада Сымова (В.Самарина), аслăраххисенчен Аслă Чемен вăтам шкулĕнчи Лидия Капитонова (Э.Селиверстрова) çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Вĕсене Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕç.

2024 çулта çак конкурс Аслă Чемен территори пайĕн шайĕнче иртнĕччĕ. Унта янăранă сăвăсене пуçтарса Николай Алешев "Янăра, тăван сăмахăм!" ятпа сăвăсен пуххине пичетлесе кăларчĕ. Кĕнекере аслă ỹсĕмрисен сăввисемпе пĕрлех ачасен сăввисем те вырăн тупрĕç. Хисеплĕ ентешĕмĕр пичет продукцине тăван шкула тата килнĕ хăнасене парнелерĕ. Тем пысăкăш савăнăç пулчĕ пирĕншĕн. Çĕнĕрен çуралнă сăвăсене те кĕнекене кĕртсе пичетлесе кăларма шантарчĕ.

Надежда КОШЕЛЕВА

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика