Патăрьел шкулĕсем - çĕнтерỹçĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2025, 21:36 Просмотров: 116

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче пĕлтернĕ тăрăх, федераци шайĕнче ашшĕ-амăш пĕрлĕхĕн пуçарăвĕн конкурсĕн иккĕмĕш тапхăрĕнче Чăваш Енри 26 проекта ырласа йышăннă. Вĕсене пурнăçлама 22 миллион тенкĕне яхăн укçа уйăраççĕ.

Çĕнтерỹçĕсене хавхалантарасси тĕрлĕрен: 2 миллион тенкĕ таран, 500 пин тенкĕрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран, 200 пин тенкĕрен пуçласа 500 пин тенкĕ таран. Палăртма кăмăллă: Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул "Агроçемье: вылятпăр, вĕренетпĕр, малашлăха суйлатпăр" проектпа иккĕмĕш категоринчи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул "Çĕнтерỹ çулĕ: паттăр хуласем" проектпа виççĕмĕш категоринчи çĕнтерỹçĕсен йышне лекнĕ.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика