Архив - документ управçи

Категория: Публикации Опубликовано: 03.06.2025, 07:52 Просмотров: 189

Тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленекенсем, ĕç стажне тĕрĕслеттерес текенсем, йăх тымарĕпе интересленекенсем, предприяти-организаци пурнăçĕпе кăсăкланакансем тата ытти тĕрлĕ ыйту хуравне тупас тĕллевпе те çул хываççĕ муниципалитет округĕн архив пайне. Вĕсене татса парас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлеççĕ-ха кунта? Çавна май архив заведующине Ирина Сафьяновăна редакци тĕпелне чĕнтĕмĕр. Аяларах çав калаçăва пичетлетпĕр.

- Ирина Петровна, архивра миçе документ упранать сирĕн?

- Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне архивра 44228 единица упранать. 258 фонд. Комплектлавра 29 организацин çăлкуçĕ.

- Отчетлă тапхăрта миçе ĕçе управа илнĕ?

 - Иртнĕ çул 1135 ĕçе управа илнĕ. Çак ĕç çителĕклех тесе калас килмест. Архива документсем парассипе прокуратура тимлĕ ĕçлет. Муниципалитет округĕн администрацийĕн финанспа строительство, çул-йĕр хуçалăхĕ тата хăтлăх управленийĕ кăтартуллă.

 - Апрель уйăхĕнче пирĕн муниципалитетра ĕç хучĕсене, архив докуменчĕсене тирпейлесе пырас тĕлĕшпе республикăри культура министерствипе патшалăх архивĕн специалисчĕсем семинар ирттернĕччĕ. Вĕсем çак ĕçри кăлтăксене палăртнăччĕ. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?

- Çитменлĕхсем пур. 2003 çултанпа архива документсем тăратман организацисем те тĕл пулаççĕ-ха. Вĕсене кун пирки асăрхаттарнă. Çул вĕçлениччен çак ĕçе йĕркелесе çитермеллех пирĕн. Яваплăха туймалла должноçри çынсен. Илес пулсан, акă, 19 ял тăрăхĕн докуменчĕсем (2023 çулччен) пирĕн пата тирпейлех килнĕ.

- Иртнĕ çул миçе ыйтăва татса панă?

- Пĕлтĕр 3613 ыйтăва татса панă. Вăл шутран 1483-шĕ предприятипе организацисен историйĕпе çыхăннăскерсем. 2130-шĕ - социаллă право тĕлĕшпе.

 - Муниципалитет округĕнче пурăнакансем çеç килмеççĕ ĕнтĕ сирĕн пата...

- Çапла. Республикăран та, ун тулашĕнчисем те çул хываççĕ. Вĕсем Пăлаçипе Юхма енте кун çути курнă-çке. Граждансем хăйсен ыйтăвне Раççей почти урлă е электронлă почтăпа та яраççĕ.

 - Патшалăхăн информаци системи пирки мĕн каланă пулăттăр?

- 2024 çулхи апрель уйăхĕнчен архивра патшалăхăн информаци системи ĕçе кĕчĕ. Социаллă сферăри пĕрлĕхлĕ централизациленĕ цифра платформи 928 ыйтăва татса пама май пачĕ. Вăл шутран 222-шĕ тематикăпа, 706-шĕ социаллă право тĕлĕшпе çыхăннă. Çакă татса панă мĕн пур ыйтăвăн 26 проценчĕпе танлашать.

- Архив ĕçĕпе кирек кам та интересленет. Вĕсене паллаштарасси мĕнле пырать?

- Çамрăксем сахал мар кăсăкланаççĕ. Алла аттестат илсе пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекенсем те. Çулленех апрель уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри "Архиври каç" акцие хутшăнатпăр. Унта хастар шкул ачисене, студентсене йыхравлатпăр. "Çăкăр" музейĕпе пĕрле Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнĕ тĕле "Çĕнтерỹ астăвăмне асра тытатпăр" выставка йĕркелерĕмĕр.

- Коллектив пысăк мар сирĕн. Ыйтусене татса парасси вăраха тăсăлмасть-и?

- Виççĕн ĕçлетпĕр. Пĕлтерĕшлĕ пирĕн ĕç. Архив - документ управçи. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен, çăмăллăхпа усă куракансен ыйтăвĕсене çийĕнчех татса пама тăрăшатпăр. Ыттисене пилĕк ĕç кунĕнче хурав паратпăр. Ытларах вăхăт кĕтекенсене маларах асăрхаттарса хуратпăр.

- Тавах калаçушăн. Сирĕн ĕçе ăнланса предприятисемпе организацисенчи яваплă çынсем малашне документсене тирпейлесе управа парассине йĕркеллĕ туса пырасса шансах тăрас килет.

 - Тем пекехчĕ. Историе юлакан хутсем кирек хăçан та, кирек камшăн та кирлĕ пулма пултараççех.

Калаçăва Альбина АСТРАХАНЦЕВА йĕркеленĕ

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика