МĔН пур халăх савăнакан Акатуй-Сабантуй уçланки çулсеренех капăрланса, илемленсе пырать. Территори пайĕсен хăнасене йышăнмалли çурчĕсен умĕсем те çулсеренех хăтлăланаççĕ. Чылайăшĕ вĕсен умне нумай çул ỹсекен капăр чечексем те лартса çитĕнтереççĕ. Анчах та çакнашкал илем такамăн куçне чăннипех те тирĕннĕ-тĕр. Кукăр алăллă пуçтах пĕр кунхине (тен, каçхине) çак çуртсем умĕнче ỹсекен чечексене тымарĕпех кăларса кайнă. Пĕрисем тирпей-илемшĕн, хитрелĕхшĕн тăрăшнине теприсен мĕншĕн çапла усал ĕç тумалла-ха? Намăс тĕтĕм мар, куçа кĕмест теççĕ-ши?
Июль 2025 |