Шыва кĕрес тесен ишме те пĕлмелле, хăрушсăрлăх йĕркине те пăхăнмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 06.06.2025, 21:27 Просмотров: 152

 ÇУ уйăхĕн малтанхи кунĕсем çеç иртсе пыраççĕ пулин те республикăра инкек çине синкек пулсах тăчĕ. Ку таранччен шыва кĕнĕ чухне асăрханусăр пулнăран виçĕ çын пурнăçран уйрăлнă. Кăшт маларах Канаш округĕнчи Сухайкасси пĕвинче 17 çулхи çамрăк путса вилнĕ, ГЭС çывăхĕнче 49 çулхи арçын Атăлтан тухайман. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун вара Улатăр тăрăхĕнчи Сăр юханшывĕнче 12 çулхи хĕрача путнă. Инкек куçа курăнса килмест, теççĕ. Кирек мĕнле лару-тăрура та унран хамăрăн сыхă пулмалла, чăн малтанах хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалла. Шыва кĕнĕ чухне çăмăлттайланни, теветкеленни никама та ырă тумасть. Июнĕн 1-мĕшĕнчен республикăра шыва кĕмелли сезон пуçланчĕ пулин те хальхи вăхăтра пĕвесенче шыв ăшăнсах та çитмен-ха. Çавăнпа шăрăх çанталăк пулсан та тỹрех шыва сикме васкамалла мар, сивĕпе алă-урана шăнăр туртса илме те пултарать. Çул çитмен ачасене хăйсем тĕллĕн шыв хĕррине кайни те хăрушлăх кăларса тăратать.

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика